Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ Салана - спортпа вăйă площадки

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа пирĕн район территорийĕнче нумай мероприяти пулса иртрĕ. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри вăл - Сĕнтĕрвăрри хулинчи Çĕнĕ Салара спортпа вăйă площадки уçни. Çак пысăк парнене ачасене Сĕнтĕрвăрринчи ДРСУ туса панă. Площадкăна хатĕрлекенсем ăна чунра ăшă та çутă туйăм çуратакан "Хĕвел" ят панă. Çĕнĕ те хитре чуччусем çинче ярăнмасăр, хăйăрпа вылямасăр парнене тивĕçнисем - ачасем - ниепле те чăтаймарĕç. Аслисем те вĕсенчен юлмарĕç, самантлăха та пулин телейлĕ ачалăх тĕнчине лекме тăрăшрĕç.

Уяв программине уçма тата хĕрлĕ хăйăва татма ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрне А. Николаева, район администрацийĕн пуçлăхне Ю. Моисеева тата Сĕнтĕрвăрринчи ДРСУ ертÿçине Л. Метелевăна ирĕк панă.

Уява Çĕнĕ Салари Культура çурчĕн ĕçченĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе, тĕрлĕ конкурссемпе илем кÿчĕç. Октябрьски райповĕн представителĕсем те кунтах суту-илÿ точкисем вырнаçтарса тутлă апат-çимĕçпе услам турĕç.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 июня 2011
00:00
Поделиться