Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Юрлаççĕ те, историе те тĕпчеççĕ

Нумаях пулмасть Сĕнтĕрвăрринче пулма тÿр килчĕ. Аслă Атăл çыранĕнчен инçех мар вырнаçнă культура çуртне кĕрсе курмасăр чун чăтмарĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Раков ертсе пыракан ку тăрăхри чăваш халăх хорĕпе паллашма сĕнчĕç.

1993 çулта йĕркеленнĕскерте - 17 çын. Шел те, 4 арçын çеç. Район центрне инçетри ялсенчен те килсе çÿреççĕ. Светлана Смирнова, тĕслĕхрен, тепĕр чухне çил-тăманпа çумăра пăхмасăрах Кайри Шĕнерпуçĕнчен репетицие сиктермесĕр çÿрет. Николайпа Анна Семеновсем нумай çул хорта юрлаççĕ. Сăмах май, ушкăнра ытларах - вĕрентекенсем.

- Пирĕн репертуарта - чăвашсен паллă композиторĕсен Анатолий Тогаевăн, Григорий Хирбюн тата ыттисен юррисем. Халăх паллă юрăçсем шăрантаракан кĕвĕсене те илтесшĕн. Çавăнпа Вячеслав Христофоровăн юррисене хамăрăн программăна кĕртрĕмĕр. Халĕ эпир Григорий Хирбю çуралнăранпа 100 çул çитнине /чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕ. - Авт./ паллă тума хатĕрленетпĕр. Вăл пирĕн районти Аксарин ялĕнче çуралнă. Хамăр тăрăхри пур вĕренÿ учрежденийĕнче те унăн пултарулăхĕпе, кун-çулĕпе паллаштарса концерт кăтартасшăн, - тет Геннадий Павлович.

Сĕнтĕрвăрринче Анатолий Тогаевăн çурчĕ тахçантанпах пушă ларать. Нумаях пулмасть ăна юсаса музей йĕркелеме республика бюджетĕнчен укçа уйăрнă. Сĕнтĕрвăррисем унта çак тăрăхра çуралса ÿснĕ композиторсен çуртне тăвасшăн.

- Григорий Хирбю композиторпа çыхăннă япаласене пухассипе ĕçлетпĕр, тăхăмĕсене шыратпăр. Унăн хĕрĕ Парижра пурăнать тенине илтнĕ. Тăван ялĕнче Хирбиков хушаматлисем пур-ха, анчах вĕсем композитор пирки нимĕн те пĕлмеççĕ. Григорий Яковлевич Кĕчкей ялĕнче вĕреннĕ. Шел, хăй вăхăтĕнче ку шкула хупнă. Тен, хаçат урлă кирлĕ хыпар пĕлме май пулĕ, - тет Геннадий Раков.

Сĕнтĕрвăрринчи чăваш хорне çÿрекенсем юрлама кăмăллаççĕ çеç мар, тăван культура аталанăвĕшĕн, унăн историйĕшĕн чăннипех пысăк ĕç тăваççĕ. Кунта Роза Раковăн та, Геннадий Павловичăн мăшăрĕн, тÿпи пысăк. Вăл концерт программисене хатĕрлес, костюм çĕлеттерес, çула тухас енĕпе пулăшса пырать.

- Хамăрăн концертсене «Алран кайми аки-сухи» чăваш халăх юррипе пуçлатпăр та паянхи юрă-кĕвĕпе вĕçлетпĕр. Тепĕр уйрăмлăх: эпир кашнинчех халăхпа пĕрле Республика Гимнне юрлатпăр. Ун чухне халăх ура çине тăрать. Манăн шухăшăмпа, ку - кирлĕ те тĕрĕс япала. Хăй вăхăтĕнче районти вĕренÿ пайĕнче ĕçленĕ май шкулсенче, вăрман техникумĕнче /унта вара республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ/ вĕренекенсем те Гимн текстне пĕлменнине пĕрре мар асăрханă. Манăн шухăшăмпа, ку çитменлĕхсене пĕтересси - пирĕн тивĕç те, - терĕ Роза Николаевна.

Паян укçа-тенкĕ енчен кирек кама та йывăр. Сĕнтĕрвăрринчи чăваш халăх хорĕ те, паллах, вĕсен йышĕнче. Апла пулин те аптăрамасть ку ушкăн, çÿлтен пулăшасса кĕтмест. Çулла çитнĕ май ытти çулти пекех кашни кун 7 сехетре вĕсем Атăл хĕрринче туристсемлĕ пăрахутсене кĕтсе илĕç. Ĕçлесе илнĕ укçапа çĕнĕ çи-пуç туянĕç, республикăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе куракана хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç.



"Хыпар"
28 мая 2011
00:00
Поделиться