Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

"Чăвашра вăрман та чăвашла кашлатăр"

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш халăхĕ Чăваш чĕлхин кунне паллă тăвать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл пире çутта кăларакан аслă вĕрентекенĕмĕрĕн Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕпе тĕл килет. Пурте пĕлетпĕр, унăн пурнăç çулĕ чăваш шкулĕсен инспекторĕнче тăрăшнипе, хресченсем хушшинче пĕлÿпе культурăна сарассипе паллă. И. Яковлев кунне-çĕрне уямасăр тăрăшса чăвашсем валли çĕнĕ çырулăх хатĕрлесе хăварнă, шкулсем уçнă, учительсем хатĕрлеме пулăшнă тата ытти те. Паянхи кун вара Иван Яковлевич, чĕрĕлсе тăрас пулсан, мĕн калĕччĕ-ши.Çак ыйту тавра нумайччен шухăшласа лартăм, уйрăмах Чăваш чĕлхин кунĕ çывхарса килнĕ май ку тема актуаллă. Чи малтан чылай шкулсем хупăнса юрăхсăра тухнинчен пуçлар. Аслă вĕрентекенĕмĕр паянхи лару-тăрăва курсан аптăрасах ÿкĕччĕ пулĕ. Ара, унăн пысăк ĕçĕ харама каймарĕ-и-ха. Малашнехи çинчен пĕрре те шухăшламастпăр. Пурте пĕлекен тĕслĕхех илер, ачасем сахал тесе ача сачĕсене хупса пĕтерчĕç, халĕ вырăнсем çитмеççĕ. Чавса çывăх та - çыртма çук çав. Каласа хăвармалла, пухусемпе тĕрлĕ канашлусем те паян вырăс чĕлхипе иртеççĕ, ялсенче те вырăсла калаçакансем чылай, район центрĕсемпе хуласем пирки вара калама та кирлĕ мар. Пĕр сăмахпа каласан, чăвашла пурте пĕлетпĕр, анчах та калаçма именетпĕр. Намăс пулмалла пире çакăншăн, ытти наци çыннисем хăйсен тăван чĕлхинчен писмеççĕ вĕт-ха



23 апреля 2011
00:00
Поделиться