Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Аксарин тăрăхĕнче те проблемăсем сахал мар

Врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институт ректорĕнчен Л. Герасимовăран, район администраци пуçлăхĕн çумĕнчен О. Залогинран тата Сĕнтĕр-вăрринчи пĕрлĕхлĕ Пенси службин ертÿçинчен М. Маренинăран тăракан информушкăн Аксарин ялĕнчи библиотекăра çак хутлăх тăрăхĕнчи ял-йышпа тĕлпулу ирттерчĕ. Чи малтан пухăннисем умĕнче районти лару-тăру çинчен О. Залогин каласа пачĕ. Сăмах ытларах пур ял халăхне те пăшăрхантаракан ыйтусем тавра пулчĕ. Ку вăл усăсăр выртакан çĕрсене ĕçлеттерсе ярасси, çак ĕçе инвесторсене явăçтарасси тата ытти те. Юр ирĕлсе пĕтнĕ май ун айĕнчен тĕрлĕ хăлтă, çÿп-çап тухать, ăна тасатма вара пурте тивĕçлĕ.Çавна май ял халăхĕ умĕнче хамăр пурăнакан территорисене тирпей-илем кĕртмелли тĕллев тăрать.Çу уйăхĕнчи уявсем çывхарса килнĕ май палăксемпе обелисксен таврашĕ те кирлĕ шайра пулмалла.



23 апреля 2011
00:00
Поделиться