Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Салтака вăхăтра каймалла

Çак уйăхра çар тивĕçне пурнăçлама çул çитнĕ çамрăксемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Яшсем патне сывлăха тĕрĕслеме чĕнсе повесткăсем килеççĕ. Пĕрисем ăна хапăлласа йышăнаççĕ, теприсем вара ирĕксĕртен тенĕ пек комисси тухаççĕ.

Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсен çар комиссариачĕн уйрăмĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пирĕн районта салтака кайма çул çитнисем 432 каччă шутланаççĕ. Вĕсенчен 112-шĕ халĕ врачсем патĕнче тĕрĕсленеççĕ, 52-шĕ комисси тухнă, вĕсем çирĕп сывлăхлă, çавна май çара кайма та тивĕçлĕ, 34 яшăн вара çитес çур çулччен салтак атти тăхăнассинчен тăхтама лекĕ, вĕсем вĕренекенсем, сывлăх енчен сипленсе çитейменнисем тата ыттисем те.

Енчен те çар тивĕçĕнчен пăрăнса юлас текенсем медицина комиссийĕ витĕр тухмаççĕ е тарса çÿреççĕ пулсан, вĕсене "вырăна лартма" милици сотрудникĕсене явăçтараççĕ. Çавăнпа та, хисеплĕ çамрăксем, енчен те сирĕн сывлăх çирĕп пулсан, салтака вăхăтра кайса килнине мĕн çиттĕр.

Е. ВЕРНОВА


"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 апреля 2011
00:00
Поделиться