Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ыйтусене çитес пухуна та хăварчĕç

Аксарин ялне е вырăнти "Аксаринский" СХПКна илсессĕн, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕсен шучĕ кунта - 573. Кашни пай лаптăкĕ 1,78 гектарпа танлашать.Хăйсен çĕр пайĕсене, тĕрĕсрех,пĕрлехи пай шутĕнчи çĕр участокĕсене, саккун ыйтнă пек официаллă майпа регистрациленисен йышĕ халлĕхе питех те пĕчĕк - 70 çынна яхăн (12:) кăна уйрăлса тухнă. Апла пулсан, хăй вăхăтĕнче çĕр пайĕсемпе усă курма право илнисен пысăк пайĕ "вăранайман-ха".



02 апреля 2011
00:00
Поделиться