Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Спорт ыйтăвĕ те пĕлтерĕшлĕ

– Çак кунсенче иртнĕ суйлавра «Единая Россия» парти, ыттисемпе танлаштарсан, чылай сасă ытларах пухрĕ, халăх ăна шаннине, вăл суйласа илнĕ çул тĕрĕс пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ, – терĕ Чăваш Республикинчи физкультура, спорт тата туризм министрĕ А. Николаев Раççей пенси фончĕн районти управленийĕн тата Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн районти уйрăмĕн коллективĕсемпе тĕл пулнă чух информкун йĕркинче тăракан ыйтусенчен пĕрне çутатнă май. – Анчах та пăшăрхантаракан пулăм та пур, малтанхи суйлавсемпе танлаштарсан, ку суйлавра пирĕн республикăра пурăнакан халăхăн активлăхĕ сахалтарах пулчĕ (40:).Çав вăхăтрах ытти регионсенче (юнашар Тутарстанра, сăмахран) суйлава хутшăннисен хисепĕ 60 : кая мар пулчĕ. Ку пире кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума хистет. Пуш уйăхĕнче ирттерме палăртнă суйлава çанă тавăрса хатĕрленмелле. Ку республика правительствин тата вырăнти влаç тытăмĕн тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать.

3Анатолий Арсентьевич информкун йĕркинче тăракан ытти ыйтусене те тĕплĕн çутатрĕ, республикăн экономики епле аталанса, наци проекчĕсем епле ĕçлесе, федераци пулăшăвĕпе инновациллĕ технологисем епле пурнăçа кĕрсе пыни çинчен каласа кăтартрĕ. Малашне республикăри инфраструктурăна аталантарма тĕплĕнрех ĕçлеме лекĕ.Çак анлă проекта пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен 6 миллиард тенкĕ укçа уйăрма палăртнă.

Район администрацийĕн граждансен хÿтĕлевĕн тата çивĕч лару-тăру ĕçĕсен секторĕн ертÿçи, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Н. Борисов районта пулса иртнĕ пушарсем çинче чарăнса тăчĕ, конкретлă тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ, асăрхану çи-телĕксĕр пулни тата эрехпе иртĕхнĕ пирки пушарсенче нумай çын вилнине палăртрĕ. «Шурă шĕвеке» пула кăçал çынсем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем те нумай пулнă.

Информаци ушкăнĕн членĕсем пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç.

Хулари урамсене тата стадиона (ĕç хыççăн спортпа туслашас кăмăллисем валли) каçсерен çутатманни, çын пурăнман кивĕ çуртсем хулана илемсĕрлетсе ларни, хула тăрăх ирĕклĕн çÿрекен выльăхсем чечексемпе йывăçсене сиен кÿни, шкулсенче ачасем валли спорт секцийĕсем сахал ĕçлени, хĕллехи вăхăтра конькипе ярăнма катоксем пулманни – акă мĕнле ыйтусем хумхантарчĕç çынсене. «Йывăрлăхсем, паллах, пур, – пĕтĕмлетрĕ Анатолий Арсентьевич. – Кун пек чух пурин те – влаçрисен те, халăхăн хăйĕн те – пĕр тĕллевлĕ пулмалла, кашнин пуçарулăх кăтартмалла. Сăмахран, катоксем тытса тăма укçа та нумай кирлĕ мар, кăмăл çеç пултăр». Паллах, тĕлпулура сăмах спортпа туризм çинчен те (А. Николаев ку сферăшăн яваплă-çке) нумай пулчĕ. Каласа хăварни вырăнлă, 2012 çулта пирĕн районта икĕ пĕлтерĕшлĕ объект тума пуçлĕç. Пĕри – «Шурă чулсем» лагере çĕнĕ спорт комплексĕсемпе пуянлатасси, тепри – Кушник ялĕ патĕнче йĕлтĕрпе ярăнмалли комплекс хута ярасси. Паллах, çакна пурнăçа кĕртсен пирĕн района туристсем те ытларах туртăнĕç, ку вара çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума, район бюджетне пуянлатма май парĕ.

Кăнтăрла иртсен информаторсем кăçалхи çĕртме уйăхĕнче хута янă физкультура майĕпе сывлăха çирĕплетекен комплекса килсе çитрĕç. Шкул ачисем кунта çулларанпах тĕрлĕ секцисене çÿреççĕ. Районти ачасен спорт шкулĕ те кивĕ çуртран çĕнĕ комплекса куçнă. Анчах та хăш-пĕр кăлтăксене пула объекта район балансĕ çине куçарманччĕ-ха. Министра тата информушкăнăн ытти членĕсене спорт комплексĕн директорĕ О. Семенов тата çак комплекса тунă ООО «Парнас» представителĕсем кĕтсе илчĕç. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, эпир пынă кун тĕлне объектра малтан тупса палăртнă пур çитменлĕхе те пĕтернĕ. Кирлĕ документсене ал пуснă хыççăн вăл тепĕр темиçе кунтан туллин ĕçлеме пуçлĕ. Кĕçех аслисене те комплекса çÿреме ирĕк парĕç. Паллах, вĕсен кăштах укçа тÿлеме лекĕ.Çак объекта район бюджечĕ шучĕпе тата хăй тĕллĕн ĕçлесе илнĕ укçапа тытса тăма палăртнă.

Информушкăн кунта ĕçлекен тренерсен коллективĕпе тĕл пулчĕ. «Ку объект сирĕн района федераци правительстви енĕпе панă чи хаклă парне, – терĕ А. Николаев министр. – Район влаçĕн тата сирĕн, тренерсен, çакăн пек пысăк чыс тунине шанăçа кăлармалла, массăллă спорта аталантарассипе, талантлă спортсменсене тупассипе тата вĕсене малтанлăха хатĕрлессипе ырми-канми ĕçлемелле. Патшалăх сахал мар укçа тăкакланин усси пулмаллах». Шел пулин те, министр палăртнă тăрăх, халь физкультура учителĕсемпе тренерсене паракан шалу пĕчĕк (6-7 пин тенкĕ çеç). Анчах та малашне вĕсене тунă ĕçĕн пахалăхне пăхса тÿлеме пуçлĕç.

Тĕлпулу вăхăтĕнче тренерсем хăйсем те пĕлтерĕшлĕ сĕнÿсем сахал мар пачĕç. Сăмахран, физкультура майĕпе сывлăха çирĕплетмелли комплексăн ятарлă автобус пулни вырăнлă. Вăл район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенчен тата шкулсенчен комплекса çÿрес текенсен кăмăлне тивĕçтерме май парĕ. Уйрăмах ку аслисене пырса тивет (ачасене шкулсен çумне çирĕплетнĕ автобуссемпе те илсе килме пулать-çке). Ку сĕнÿпе министр хаваспах килĕшрĕ. Комплекс директорĕ О. Семенов та ăна пурнăçа кĕртме йывăр маррине палăртрĕ.

Тĕлпулура ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

И. ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 октября 2010
00:00
Поделиться