Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрремĕш кун çырлахтармарĕ

Алла çĕнĕ техника лексен çĕр ĕçченĕн кăмăлĕ çĕкленни каламасăрах паллă.Çавах та шанса панă техникăпа типтерлĕ усă курма хăнăхнă çын çĕнни çук чух киввин ĕçлев срокне тăсма тăрăшать. Капла тумасан, калăпăр, çитес çулхи вырмана та тухаймĕ хуçалăх.

Ялхуçалăх техникине хăш хуçалăх хуçалла пăхнине çулталăк вĕçĕнче хак пама кăткăсах мар. Çапла тума ялхуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе çулсерен ирттерекен смотр-конкурс май парать. Пирĕн районта вăл юпа уйăхĕн 14-26-мĕшĕсенче иртет. Ятарлă комиссинче тăракансен çирĕплетнĕ график тăрăх тĕрĕслеве иртнĕ эрнерех тухмаллаччĕ. Хуçалăхсен ертÿçисем ыйтнипе (ахăртнех, тĕп-лĕнрех хатĕрленсе çитес тĕлĕшпе) тĕрĕслев çак эрнери ытларикун пуçланчĕ.

Пĕтĕмĕшле хакласан, тĕрĕслевĕн пĕрремĕш кунĕнче комисси членĕсен (вĕсен йышĕнче патшалăх техника надзорĕн Сĕнтĕрвăрри татаÇĕрпÿ районĕсемпе ĕçлекен аслă инспекторĕ Ю. Григорьев, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ О. Гусаров, «Россельхозцентрăн» республикăри филиалĕн районти пайĕн ертÿçи Г. Ярукова тата çак йĕркесен авторĕ пулчĕç) нихăш ялхуçалăх предприятийĕнче те тивĕçтерÿллĕ лару-тăру курма тÿр килмерĕ. Чылайăшĕ çакна кĕрхи ĕççипе тинтерех кăна татăлнипе ăнлантарма тăрăшрĕ. Вăхăт çитменни пĕлтерĕшлĕ сăлтав пулнине комисси ушкăнне йышăнма йывăртарах пулчĕ.Çак эрне пуçламăшĕнчи хĕвеллĕ кунсем хĕлле усă курман ялхуçалăх техникине тасатса, тутăхакан пайĕсене, усă курнă çунтармалли-сĕрмелли материал каяшĕпе сĕрсе, урапасене извеçпе шуратса, хаклă запас пайĕсене вăрăсен аллине лекесрен кăларса ятарлă подставкăсем çине лартма инженерипе механика службисемшĕн «ĕçлерĕç» темелле. Техникăна хĕллехи управа лартасси финанс тăкакĕсем те ыйтмасть. Апла пулин те машинăпа трактор паркĕсенче ялхуçалăх техникине кирлĕ пек типтерлесе хĕллехи управа лартни çукрах пулчĕ.

Йăлана кĕнĕ смотр-конкурс вара ытахальтен иртмест. Унăн итогĕсем тăрăх чи пултаруллă хуçалăхсене ялхуçалăх ĕçченĕсен районти уявĕнче парнесемпе хавхалантараççĕ. Чи пĕлтерĕшли çакă çеç те мар, ялхуçалăх техникине хĕллехи тапхăра тивĕçтерÿллĕн лартма васкаман яваплă çын ыранхи кун çинчен шухăшласшăн мар.

«Бичуринский» СХПКн техника паркĕнче комисси ушкăнĕ çитнĕ кун кирлĕ ĕçе пуçăннăччĕ кăна. Коллективлă ялхуçалăх предприятийĕсен пурлăхне вăрăсем сайра мар куç хывни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Бичуринский» хуçалăх та ку тĕлĕшпе шар курать. Унăн ертÿçин шучĕпе, паян техникăна çутçанталăк витĕмĕнчен хÿтĕлессинчен ытларах вăрăсенчен сыхлама тăрăшмалла-мĕн. Шухăшăн «тĕшшийĕ» пур, анчах çакă ялхуçалăх техникине хĕллехи управа лартас требованисене вуçех пăрахăçламаллине пĕлтермест. Н. Ямщиков та çакăнпа килĕшрĕ, çавăнпа та туса çитерменнине çитес вăхăтра пурнăçлама çирĕппĕн шантарчĕ.

«Октябрьский» СХПК тĕрĕслевĕн пирвайхи кунĕнче чи лайăххисен шутĕнче пулчĕ пулин те комисси ушкăнне кунта йăлтах тивĕçтерчĕ тееймĕн. Вырмара усă курнă техникăна кирлĕ пек тасатса ангара лартнă, типтерленĕ, çавах та паркри йĕркелĕх тĕлĕшĕнчи лару-тăру асăрхаттарусемсĕр иртмерĕ.

«Звезда» СХПКра та çакнашкалах пулчĕ темелле. †çĕн ытларах пайĕ пурнăçланнă, анчах техника паркĕнчи тĕплĕхе вĕçне çитернĕ тесех калаймăнччĕ.

«Рассвет», «Сентреш» ОООсенче вара ĕçрен пушаннă ялхуçалăх техникине хĕллехи управа лартма ал вуçех те çитейменччĕ. Тĕслĕхрен, «Рассвет» хуçалăхăн çĕнĕ комбайнсем пач та çук, çавăнпа киввисемпех çырлахма тивни куçкĕрет. Шел те, вĕсене комбайнерсем вырма хыççăн типтерлемесĕрех пăрахса хăварнă. Малашне çапла ан пултăр тесен, вырмана тухакан комбайнерсемпе килĕшÿ тунă чух ĕççи хыççăн техникăна типтерлессине те хуçалăх администрацийĕн тĕп условисен шутне кĕртсе хăварасчĕ.

©акнашкал лару-тăрура асăннă ялхуçалăх предприятийĕсен тĕрĕслев ушкăнне, паллах, тепĕр хут йышăнма тивĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 октября 2010
00:00
Поделиться