Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Малашлăх «тилхепи» хамăр алăра

Йăлана кĕнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсенче кашнинчех чи актуаллă та çивĕч ыйтусене пăхса тухаççĕ. Хальхинче информаторсем вырăнти самоуправленин органĕсен суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсене, вĕсен умĕнчи социаллă экономикăпа, халăхăн пурнăç шайне çĕклессипе çыхăннă планĕсене пăхса тухрĕç. Чăваш Республикин Президенчĕн М. Игнатьевăн Указĕсене пурнăçа кĕртсе, çанталăкăн пăтăрмахĕсене пăхмасăр ял хуçалăхне малалла та пĕр тикĕс аталантармалли майсене тупмалла, пушартан сыхланмалли мерăсене вăйлатмалла. Паллах, çак темăсем те калаçтарчĕç.Çавăн пекех кун йĕркинче республикăн кăçалхи 9 уйăхри аталанăвĕпе 2011 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхшăн хаçат-журнал çырăнтарас кампани мĕнле пынине уçăмлатасси те пулчĕ.

Çак кун Федераци миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен В. Галкинран, Патшалăх Канашĕн депутачĕн Е. Николаеван шанса янă çыннинчен – АУ ФОЦ «Шурă чулсем» директорĕнчен Г. Петровран, райадминистрацин ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пай пуçлăхĕнчен К. Федоровăран тăракан информушкăнăн çулçÿревĕ тĕлпулусемпе пуян пулчĕ.

Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе тухса калаçнă май К. Федорова районти ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем пулма малтанхи йыш çумне çĕнĕ çынсем те хутшăннине, вĕсен умĕнче тăракан задачăсене палăртрĕ.

«Юлашки вăхăтра лавккасенче тинĕс леш енчен кÿрсе килнĕ тĕрлĕрен таварсен шайĕ ытлашшипех ÿссе кайрĕ, çакна кашниех асăрхарĕ пулĕ. Вĕсен шутĕнче çынсен ген системине тĕпрен улăштарма пултаракан модификациленĕ апат-çимĕç те.

Çавăнпа та хамăр тăрăхра экологи тĕлĕшĕнчен таса ялхуçалăх продукчĕсем туса илессине йĕркелемелле, ан-лăлатмалла. Ку енĕпе плансем те пур-ха (топинамбур е ытти усăллă культурăсем ÿстересси), вĕсен никĕсĕнче наци хăрушсăрлăхне сыхлассине тĕпе хунă», – палăртрĕç К. Федоровăпа В. Галкин.Çакăн çинчен вĕсем районти ветеринари службин ĕçченĕсем умĕнче те, Октябрьскинчи вăтам шкулти вĕрентекенсемпе тĕл пулнă хушăра та калаçрĕç.

Ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те манăçа юлмалла мар. Районта ăратлă шултра мăйракаллă выльăх, сурăх е тĕрлĕрен кайăк-кĕшĕк ĕрчетмешкĕн те майсем çук мар. Ку ĕçе Мускав инвесторĕсене те анлăн хутшăнтармалла. Сĕнтĕрвăрринчи спирт завочĕн производство çурчĕсене тивĕçлĕ тата эффективлă усă курма (сăмахран, фармацевтика отраслĕ тума) пулать. Кабель завочĕн территорийĕнче çĕнĕ çĕвĕ цехĕ ĕçе пуçăннă. Вăл анлăлансах пырать.Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупма вăл кăна мар, район территорийĕнче туризм отраслĕ аталанни те пулăшĕ. Туристсен маршручĕсем Хусан–Куславкка–Октябрьски–Сĕнтĕрвăрри хулисем витĕр тухакан асфальт çулсем тăрăх иртсен татах та аван пулмалла. Пирĕн районта çуралса ÿснĕ е пирĕн районта пурăннă çынсен – Н. Бичурин, А. Канаш, Я. Хирбю, А. Эшпай – тата ыттисемпе те çыхăннă вырăнсене туристсен маршрутне кĕртме пулать, тĕрлĕрен «Хăна çурчĕсем» (Нарат Чаккинчи пек) йĕркелеме майсем сахал мар.

Район аталанăвне Г. Петров ертсе пыракан АУ ФОЦ «Шурă чулсем» никĕсĕнче «Чăваш Артекĕ» тума палăртни те самай витĕм кÿрĕ.Çитес çулсенчех кунта реставраци ĕçĕсем, архитектура улшăнăвĕсем пулса иртĕç. Ырă улшăнусем Октябрьскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта та пулмалла.Çакăн çинчен шкул директорĕ Г. Григорьев кăмăлтан пĕлтерчĕ. 355 ача вĕренекен шкулта анлă тавракурăмлă, туслă педагогсен коллективĕ ĕçлет. Кунта кадетсен класĕсем иккĕ тан шутланаççĕ. Эрнере темиçе хут профиллĕ классене вĕренме Хуракассинчен автобуспа ачасене илсе çÿреççĕ. «Малашлăхра шкулпа юнашар пысăк спорт стадионĕ тăвасси – палăртать Геннадий Петрович. – Шкулăн аялти хутĕнче вырнаçнă спорт шкулĕнчен тухмалли çĕнĕ алăк тÿрех ачасене стадиона йыхравлĕ».

Республикăра тата хамăр районта тухса тăракан периодика изданийĕсене çитес çулта илсе тăма çырăнтарассине те информушкăн тимлĕх уйăрчĕ. Ара, çав хаçат-журналсенче республикăпа район пурнăçĕ сăнланать-çке. «Район аталанăвĕ çинчен, унăн пурнăçĕн таппине пĕлсе, туйса тăрас тесен, районта тухса тăракан пĕртен-пĕр хаçата – «Пирĕн сăмаха» çырăнса илекенсен, унăн тусĕсен йышĕ ÿсессе шансах тăрăпăр, – палăртрĕç информаторсем.

Г. ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 октября 2010
00:00
Поделиться