Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çырăнтару – тĕп темăсенчен пĕри

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче тăватă тĕп ыйту тавра калаçу пычĕ, вĕсенчен пĕри вара шăпах çывхарса килекен 2011-мĕш çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче илсе тăма хаçат-журнал çырăнтарас темăпа çыхăнни пулчĕ. Ку вăл пирĕншĕн, район хаçачĕн ĕçченĕсемшĕн, çывăх ыйту, паллах.Çакна тĕпе хурса тата унчченхи йăлана çирĕп пăхăнса, райхаçат журналисчĕсем пурте Пĕрлĕхлĕ информаци кунне активлăн хутшăнчĕç, районти вун-вун ялта пулса тĕрлĕ ĕç коллективĕсене çитсе килчĕç, вырăнти халăхпа куçа-куçăн курса калаçрĕç, «Пирĕн сăмах» хаçат пирки сăмах хускатрĕç, вулакансен шухăш-кăмăлĕпе интересленчĕç. Çула май тенĕ пек хăшпĕр ялсенчи çыхăну уйрăмĕсенче пулса, район хыпарçине çитес çурçуллăхшăн çырăнтарас ĕçе мĕнле йĕркеленипе те кăсăкланчĕç.

Паянхи кун УРХАС КУШК¤ çыхăну уйрăмне Светлана Алексеевна Терентьева ертсе пырать, вăл çак системăра 15 çул ытла вăй хурать ĕнтĕ, унччен почтальонта, операторта ĕçленĕ, халĕ иккĕмĕш çул пуçлăх пуканĕ çинче «ларать». Кунти çыхăну уйрăмĕнче мĕнпурĕ 6 почтальон ĕçлет. Вĕсем хушшинче иккĕшĕ арçынсем пулнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Акă, Василий Витальевич Плотников (сăнÿкерчĕкре) кирек мĕнле çанталăкра та, шартлама сивве е йĕпе-сапана пăхмасăр, хулпуççи урлă йывăр сумкăна çакса çула тухать, Мĕшĕл ялĕнче пурăнакансем патне васкать. Вăл килĕрен киле çитсе тĕрлĕ хаçат-журнал валеçет, кунсерен 15-20 çухрăм ытла утать. Халĕ, хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр пынă вăхăтра, уйрăмах ĕç нумай ялти почтальонăн.Çак яваплă тапхăрта вăл кашнинпе куçа-куçăн курса калаçма тăрăшать, ял çыннисене вăл е ку кăларăма çырăнса илмелли пирки ăнлантарать. Мĕшĕл ялĕнче пурăнакан ветерансемпе аслă ăрури çынсем уйрăмах район хаçатне вулама кăмăл туни çинчен хавхаланса каласа парать Василий Витальевич. Акă, кунта пурăнакан В. Плотников, В. Петров, В. Иванов, А. Лыкина, А. Офицеров, О. Иванова тата ыттисем те çитес çурçуллăхшăн район хыпарçине çырăннă та ĕнтĕ.

Людмила Владимировна Романова почтальон Урхас Кушкă, Этнескер, Кĕслеяль ялĕсенче хаçат валеçет, вăл та район хаçатне сарас çĕрте тăрăшать.Çавăн пекех Н. Григорьева, Л. Кольцова, В. Иванов, П. Шорникова почтальонсем те унран юлмаççĕ, хăйсен участокĕсенче халăха тĕрлĕ хаçат-журналпа тивĕçтерессишĕн хытă тимлеççĕ. Паянхи кун асăннă çыхăну уйрăмĕнче мĕнпурĕ 1228 экземпляр тĕрлĕ хаçат-журнал валеçеççĕ, çав шутра районта тухса тăракан «Пирĕн сăмах» та сахал мар.Çитес çурçуллăхшăн вара халлĕхе 500 экземпляра яхăн çырăнтарнă.

ШУРШ¤ЛТИ çыхăну уйрăмĕнче пĕтĕмпех «çĕнĕ» çынсем ĕçлеççĕ темелле. Кунти коллектив ертÿçи черетлĕ отпуска кайнă май Наталья Владимировна Буханцова пурнăçласа пырать халĕ унăн тивĕçĕсене. В. Николаева, А. Семенова, Г. Ромашкина почтальонсем те хăнăхса кăна пыраççĕ-ха шаннă ĕçе.Çавна май ку тăрăхра çырăнтару ĕçĕ халлĕхе кал-кал пырать тесе калаймăн. Анчах та шуршăлсем районта тухакан пĕртен- пĕр хаçата хапăл тусах çырăнасса хытă шанатпăр эпир, «Пирĕн сăмах» хаçат страницисенче паттăр космонавт ентешĕсем çинчен тăтăшах тĕрлĕрен материалсем кун çути курни те вĕсене çапла тума хистетех пуль тетпĕр.

КУКАШНИ çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Людмила Геннадьевна Сергеева кунта пыран-каяна яланах ырă кăмăлпа кĕтсе илет. Кукашни, Маклашки, Макаçкасси, Юрьевка, Пĕчченхыр ялĕсенче пурăнакансене тĕрлĕрен хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ кунти Г. Нестеревăпа М. Уткина почтальонсем. Ку тăрăхри 100 ытла çемьене кашни эрнерех икĕ хутчен район хыпарçине илсе пыраççĕ вĕсем, çитес çур çулта та çак цифра ан чактăр тесе тăрăшаççĕ, килĕрен киле çÿресе район хаçатне çырăнтараççĕ.

С. КУЛИГИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 октября 2010
00:00
Поделиться