Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

"Рассвет" ООО Атăлçи çĕрĕсене хÿтте илмелле

"Рассвет" ОООна ертсе пыракан М. Виноградов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Дмитриев, ялхуçалăх пайĕн ертÿçи В. Васильев çак эрнере çÿлерех асăннă хуçалăха инвестицилекен шведсен "Редланд Фарминг" ООО пуçлăхĕпе Феликс Энгстремпа тĕл пулнă. Шведсен компанийĕпе çыхăну тытса ĕçлесси пирки район администрацийĕ кăçалхи çуркунне килĕшÿ тунăччĕ. Çурхи ака ĕçĕсене "Рассвет" ООО инвестици пулăшăвĕпе çÿллĕ шайра ирттерчĕ, ялхуçалăх культурисене элита вăрлăхпа, удобренипе акрĕ. Шел те, шăрăх та типĕ çанталăк тухăç илме май памарĕ. Апла пулин те инвесторăн кăмăлĕ хуçăлман темелле. Черетлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче "Редланд Фарминг" ООО Чăваш Республикинчи венчурлă инвестицисен фончĕ пулăшнипе пирĕн район территорийĕнчи инвестици проектне малалла тăсма, анлăлатма калаçса татăлнă. Тĕпрен илсен - панкрута тухнă "Волга" хуçалăх çĕрĕсене ĕçлеттерсе ярасси пирки. Хальлĕхе куçман пурлăха туянасси пирки килĕшÿ тунă. Каярах мĕнпур ĕç "Рассвет" ООО урлă пурнăçланмалла.

Аса илтерер, инвестици проектне тĕппипе пурнăçа кĕртме 10000 га таран çĕр кирлĕ. Çĕр çинче туса илекен тĕштырă каярах био-нанотехнологи производствине каймалла. Уйрăммăн палăртсан, ун никĕсĕ çинче глюкозăллă, фруктозăллă сĕткенсем, органикăллă кислотасем, микрокристаллă целлюлоза, улăмран пĕрчĕленĕ топливо туса кăлармалла.

Çавăнпа та пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене (тĕслĕхрен, "Дубовский" хуçалăхăнне те) пусă çаврăнăшне кĕртессипе "Редланд Фарминг" ООО "Рассвет" хуçалăх урлă малашне те активлă ĕçлеме кирлĕ.

И. ПАВЛОВА



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 октября 2010
00:00
Поделиться