Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Бюджет укçипе перекетлĕн усă курмалла

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев бюджет укçипе перекетлĕ усă курма кирлине кашни самантрах аса илтерсе тăрать. Ку уйрăмах бюджет шучĕпе тытăнса тăракан сиплев учрежденийĕсене тата вĕрентÿ заведенийĕсене пырса тивет. Пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсене бюджет шучĕпе ĕçлесе пыракан организацисем палăртнинчен пысăкрах хакпа туяннă тĕслĕхсем сахал мар тĕл пулаççĕ. Анчах та халĕ патшалăх укçине шелсĕр салатакансене "хĕстермелли" çирĕп мерăсем йышăннă. Республикăри кашни районтах, вăл шутра пирĕн районта та, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанун, экономика аталанăвĕн, промышленнăçăн тата суту-илÿн министерствисен представителĕсем тĕрĕслевсем ирттерсех тăраççĕ. Сăмахран, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви 33 тĕрĕслев ирттернĕ, шкулсенче бюджет укçипе перекетлĕ усă курман нумай тĕслĕх тупса палăртнă. Уйрăмах кун пек тĕслĕхсем Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенче ытларах пулнă.

 

Сиплев учрежденийĕсем те бюджетран уйăрса панă укçана кирлĕ пек тăкакламаççĕ. Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи тĕп больницăсенче укçана перекетсĕр тăкакланин хисепĕ пысăк пулнине тупса палăртнă.

 

Бюджет укçипе типтерлĕ усă курма "пĕлмен" ертÿçĕсене çирĕп явап тыттарнă, хăшне ĕçрен хăтарнă, хăшне асăрхаттарнă (выговор панă).

 

И. ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 октября 2010
00:00
Поделиться