Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ проектсем ĕçлеме тытăннă

Районти аграри сфери кăçал шăрăх та типĕ çанталăка пула Раççейăн чылай регионĕ пекех чрезвычайлă лару-тăрăва лекрĕ. Çавах та патшалăх çĕр ĕçченĕсене пулăшусăр хăвармарĕ. Акнă, лартнă ялхуçалăх культурисен тухăçсăрлăхне финанс тĕлĕшĕнчен тивĕçтерсе саплаштарма тăрăшрĕ. Çапла майпа района кăна 9,6 млн. тенкĕ панă, республикăна вара - 300 млн. тенкĕ ытла. Çакнашкал пулăшу патшалăх çĕр ĕçченĕн нушин пĕр пайне те пулин хăй çине илсе тивĕçлĕ йышăнусем тума пултарнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Çавах аграри сферине аталантармалли майсене вырăнти влаçăн та активлă шырамалла. Çапла тума пурнăçĕ хистет. Районти ялхуçалăх сферине инвестици хывас кăмăллисене шырас ĕç тапраннă темелле. Çĕнĕ проектсен çулĕпе "Рассвет" ООО çулталăка яхăн утать пулсан, А. Г. Николаев ячĕллĕ хуçалăха вара кĕрхи сезон вăхăтĕнче пулăшупа тепĕр фирма çитнĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 октября 2010
00:00
Поделиться