Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансене – çĕнĕ çуртсем

 

Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене, салтак арăмĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парас ĕç кăçал уйрăмах анлă пурнăçланать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, 1941-45 çулсенчи вăрçа хутшăннă ветерансене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессипе пирĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнче те курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Çав ĕçсен анлăхне, пахалăхне çак эрнере районти массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем (район хаçатĕнчи тата райадминистрацинчи информатизаци пайĕнчи), район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ С. Лазарев, подрядлă организацисен ертÿçисем тата çĕнĕ çуртсене куçма хатĕрленекенсем хутшăннипе строительство объекчĕсен вырăнĕнче хăйне майлă брифинг та иртрĕ.

Паянхи кун тĕлне пурăнмалли условисене лайăхлатассишĕн учетра тăракан ветерансен шучĕ районта 84 çын шутланать. Паллах, вĕсен е, уçăмлăрах палăртсан, Раççей Президенчĕн 714-мĕш номерлĕ Указĕ (2008 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннăскерĕн) айне лекекенсен йышĕ тата та пысăкрах. Çавăнпа асăннă категорири граждансен списокĕ вĕсен пурăнмалли условисене хутлăх администрацийĕсен, райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфраструктура аталану тата социаллă хÿтлĕх пайĕсен специалисчĕсем тĕрĕслесе кирлĕ информацие çитернĕ хыççăн, тен, улшăнма та пултарĕ.

Халлĕхе вара районта ятарлă учетра тăракан 16 ветеран пурăнмалли çурт е хваттер туянма ирĕк паракан сертификатсем илме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Нумайăшĕ ку сертификатпа (унăн сумми 910, 8 пин тенкĕпе танлашать) хваттерсем туянасшăн. Çав хушăрах уйрăм кил-çуртлă, çĕр участокĕллĕ пулас текенсем те çук мар. Кунашкаллисем валли пирĕн районта, тĕпрен илсен, Сĕнтĕрвăрри хулин Çĕнĕ Сала (Новински) микрорайонĕнче çĕнĕ çуртсем хăпартаççĕ. Акă, Вишневая урам «Посад» ООО строителĕсем çĕклекен çуртсемпе тулса та ларать темелле.

Çĕнĕ çуртсенче вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсем валли мĕнпур условисем пур, канализаци те ĕçлет (ăшă туалет тата ванна), çутçанталăк газĕ те, ăшă шывĕ те тата ытти те пур. Çуртсене ятарлă пĕр проектпа тăваççĕ пулин те ăшчиккинчи планировкăна ветерансен кăмăлне шута илсе пурнăçлаççĕ.

Вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă Раççей Президенчĕн Указĕ районта еплерех пурнăçланнипе вулакансене хаçатăн çитес вырăсла кăларăмĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.


"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
03 июля 2010
00:00
Поделиться