Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Профилактика комиссийĕ хăйĕн ĕçне пăхса тухнă

Çĕртме уйăхĕн юлашки кунĕнче район администрацийĕн пуху ирттермелли пĕчĕк залĕнче йĕркене пăсасран профилактика ĕçĕсем тăвакан комиссин черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн, хулапа ял хутлăхĕсен профилактика канашĕсен, районти уголовнăй айăплав учрежденийĕсене пулăшса-сăнаса тăракан тата айăплавпа вĕсенче ларса тухнă çынсене социаллă пулăшу паракан комиссин ертÿçисемпе, район администрацийĕн наркотиксене хирĕç кĕрешекен комисси пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалис-чĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах пуçтарăннисем вырăнти хутлăхсенчи йĕркене сыхлас тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем мĕнле пурнăçланса пынипе паллашрĕç, «йывăр» çемьесемпе çул çитмен йĕркесĕртерех ачасемпе туса ирттернĕ профилактика ĕçĕсене асăнчĕç. Çак тĕлĕшпе шкул тата общественноç килĕшÿллĕ ĕçлемеллине, çула çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме пур майсемпе пулăшмаллине палăртрĕç.

Г. ТРИФОНОВА.


"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
03 июля 2010
00:00
Поделиться