Черетлĕ Лару
2010 çулхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче район администрацийĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ пулнă.
Кун йĕркине 6 тĕп ыйту кĕртнĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕн суйлав округĕсен схемисене çирĕплетесси çинчен; Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕн 2010-2012 çулсенчи социаллă-экономикăлла аталанăвĕн район Программи çинчен; Сĕнтĕрвăрри район Пухăвĕн депутачĕсен «Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен; «Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнче 2010-2015 çулсенче экологи хăрушсăрлăхне ÿстересси» çинчен йышăннă тĕллевлĕ район Программи çинчен; Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнче 2010-2015 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта энерги перекетлесси тата энергетика эффективлăхне ÿстересси» муниципаллă Программа çинчен; «Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕн муниципаллă пурлăхне 2010 çулта приватизацилемелли малашлăхлă план çинчен» 2009 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри район Пухăвĕн депутачĕсем йышăннă С-54 1 "-лĕ решение улшăнусем кĕртесси çинчен, çавăн пекех кулленхи ытти тĕрлĕ ыйтусем.