Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

ФОКпа интересленчĕç

Кĕçнерникун Сĕнтĕрвăррине Чăваш республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Арсентьевич Николаев ĕçлĕ çулçÿревпе килсе кайрĕ. Вăл физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланчĕ. Унти бассейн, тренажер, теннис, массаж тата ытти тĕрлĕ ятарлă пÿлĕмсемпе паллашрĕ, вĕсене ĕçлеттерсе хута ямалли вăхăта палăртрĕ. Шывпа электричество, сывлăша уçăлтармалли тата пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă системăпа интересленчĕ, вăхăтлă та кирлĕ сĕнÿсем пачĕ. ФОК территорийĕн тавралăхĕнчи лаптăка тирпей-илем кĕртесси çинчен вара район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Иванович Дмитриев министра çапла каласа пачĕ, «Çывăх вăхăтрах кунта симĕс аллейăпа ешĕл курăклă газонсем физкультура комплексне çĕнĕ сăн кĕртĕç. Юнашарах «Аслă Çĕнтерĕве – 65 çул» парк та çĕкленĕ».

Г. ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
17 мая 2010
00:00
Поделиться