Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Çакна лайăх пĕлсе туйса тăраççĕ А. Г. Николаев ячĕпе хисепленекен ОООри ĕçченсем. Вĕсем кашни куна туллинрех те усăллăрах ирттерме тăрăшаççĕ, çĕр типсе кайиччен паха вăрлăха вăхăтра акса хăварассишĕн мĕн пур вăй-хала шеллемеççĕ. Бригада ĕçченĕсен йышĕ сахал пулин те (виççĕн кăна – Надежда Отякова, Надежда Федорова, Надежда Егорова) вĕсен ĕç калăпăшĕ те ĕçĕн пĕлтерĕшĕ те калама çук пысăк. Кĕске хушăрах ял ĕçченĕсем 216 гектар çинче çурхи тулă, 120 – урпа, 100– сĕлĕ, 22– нумай çул хушши ÿсекен курăк вăрри (люцерна) акса хăварчĕç. Герман Кузьмин, Александр Федоров (ОООн Шуршăл уйрăмĕнче), Владислав Ксенофонтов (ОООн Карапаш уйрăмĕнче) трактористсем хăйсене çирĕплетнĕ акмалли агрегатсене туллин ĕçлеттереççĕ, техника юсав ĕçĕсене вăхăтра туса тăраççĕ. (Сăмах май каласан, çак хĕрÿ вăхăтра хуçалăхăн ертÿçипе инженери служби те аван ĕçлени палăрмаллах сисĕнет). Акмалли пусă валли çĕрсене Валерий Иванов тракторист тивĕçлипе хатĕрлерĕ, хуçалăхри складсен заведующийĕ Нина Сергеева вăрлăха тĕрлĕ чир-чĕрсенчен имçамлассине тимлĕх уйăрчĕ. Владимир Моляровпа Виталий Ильин водительсем вăрлăхпа минераллă удобрение сеялкăсем патне татти-сыпписĕр турттарчĕç.

Çак кунсенче хуçалăх агрономĕ Лия Николаева та уй-хиртен хĕвел анмасăр кĕреймест тесен те йăнăш пулмасть. Ара, кĕркунне акса хăварнă уйсенче кĕрхи культурăсен калчисем хĕллехи сивĕпе чылай пĕтнĕ. Çавна май вĕсен вырăнне çĕнĕрен акма лекет. Ырашпа третикале (ырашпа тулă гибричĕ) çех сыхланса юлма пултарнă.

Умра вара – пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтернĕ хыççăн, иккĕмĕш çăкăра – çĕрулмине лартасси. Халлĕхе хуçалăхра ун вăрлăхĕ («Удача» сорт) 20 гектар çинче лартмалăх пур. Кăçал ял ĕçченĕсем ăна вара ытларах лаптăкра ÿстересшĕн. Çурхи ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлас тесен кашни ĕçченĕн ĕç тÿпийĕ пысăк, кашни мăшăр алă хакра пулнине лайăх пĕлеççĕ шуршăлсем, çавăнпа та ырми-канми тăрăшаççĕ.

Г. МИХАЙЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
17 мая 2010
00:00
Поделиться