Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Грантсем параççĕ

ЧР Экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министерстви муниципалитет пĕрлешĕвĕсен хушшинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕлĕшпе çулсеренех конкурс ирттерет. Кăçал унта республикăри 26 хулапа район пĕрлешĕвĕнчен 18-шĕ хутшăннă. Конкурс комиссийĕн сĕнĕвне шута илсе, ЧР Министрсен Кабинечĕ районсемпе хуласенче бизнес пуçласа ямашкăн грантсем пама республика бюджетĕнчен Улатăр, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Муркаш, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Шупашкар районĕсене, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле тата Шупашкар хулисене - 100-шер пин, Патăрьелпе Пăрачкав районĕсене - 200-шер пин, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай тата Сĕнтĕрвăрри районĕсене - 250-шар пин, Елчĕк районне 150 пин тенкĕ уйăрма йышăннă.

С. СЕРЕГИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
17 апреля 2010
00:00
Поделиться