Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

"Чаваш пики-2010" конкурс иртĕ

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче, эрнекун, Чăваш Республикин тĕп хулинче, Шупашкарта, "Mega Galaxy" канупа культура çуртĕнче 4-мĕш хут "Чăваш пики-2010" конкурс иртет.

Уява пурĕ 13 хĕр хутшăнать. Вĕсем Шупашкар хулинчен, Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай тата ытти районсенчен килсе çитĕç. Хутшăнакансем 17 çултан пуçласа 25 çулччен, чăвашла ирĕклĕ, таса калаçакан пикесем. Ку конкурса пирĕн районти Сĕнтĕрпуç ялĕнче пурăнакан Наталья Александрова хутшăнать.

Ăмăрту тытăмне хĕрсем хăйсемпе паллаштарни тата халăх историне, йăли-йĕркине, пурнăçне пĕлнин шайне тĕрĕслемелли ăс-тăн конкурсĕсем кĕреççĕ. Унсăр пуçне чиперккесен хăйсен чăваш тумĕсене кăтартма тата пултарулăх конкурсĕ витĕр тухма тивĕ. Юлашкинчен хĕрсем жюри членĕсене хăйсем ăсталанă апат-çимĕçпе хăналĕç, мĕнле пĕçернин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарĕç.

Конкурсăн пĕтĕмлетĕвне тунă чухне хутшăнакансен пултарулăхĕн хăйевĕрлĕхне, кĕвĕ-юрă, ташă, сцена ăсталăхне, сăн-пит, кĕлетке илемлĕхне шута илĕç.

"Чăваш пики-2010" титула çĕнсе илнĕ хĕр кăçал пĕтĕм Раççейри "Чăваш пики" конкурса хутшăнма тивĕç пулĕ. Çавна май Наташăна эпир ăнăçу сунатпăр.

Конкурса Культура министерстви пулăшнипе Чăваш наци конгресĕпе Чăваш Республикинчи çамрăксен "Хастар" пĕрлешĕвĕ ирттереççĕ. Уява йĕркелекенсен шучĕпе, çак конкурс чăваш халăх культурине упраса, сыхласа хăварма тата халăхсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме пулăшĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
06 марта 2010
00:00
Поделиться