Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Юбилей медалĕсемпе те чысланă

"Ку Тăван çĕршывăм ман" ятпа Çичĕпÿртри Культура çуртĕнче питех те анлă мероприяти иртнĕ. Вырăнти шкул, библиотека, Культура çурчĕн ĕçченĕсен тата Шĕнерпуç ял хутлăх администрацийĕн вăйĕпе йĕркеленĕ уяв каçне (вăл Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕнче иртнĕ) çичĕпÿртсен туслă халăхĕ лăк тулли пуçтарăннă. Сăлтавĕ уяв концертне пăхассипе кăна çыхăнман, паллах. Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче паттăрлăх кăтартнисене пĕрлехи савăнăçлă лару-тăрура чыслани асра юлмалли самант пулнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксем тата Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă тыл ĕçченĕсем пурте уяв концертне пуçтарăнайман пулин те, нумайăшĕ ялти культура "вучахне" утса çитме вăй çитернĕ. Палăртса хăвармалла, Çичĕпÿртри çирĕм ытла вăрçă ветеранĕпе тыл ĕçченĕ аслă Çĕнтерÿ тунă ятпа 65 çул çитнине халалласа кăларнă юбилей медалĕсене тивĕçнĕ. Çакнашкал паттăрсен йышне чыслама, сума сума Çичĕпÿртри уява Шĕнерпуç ял хутлăх пуçлăхĕ В. Кириллов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Н. Васильев килсе çитнĕ. Вĕсем тата вырăнти ял халăхĕ çав хисепе тĕлĕнмелле илемлĕ, çав тери пахалăхлă хатĕрленĕ уяв программи урлă çитерни ветерансемшĕн, Тăван çĕршыв хÿтĕлев-çисемшĕн пуринчен паха пулнă.

И. АНДРЕЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
27 февраля 2010
00:00
Поделиться