Милици ветеранĕсене саламларĕç
Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем те ку уява паллă тумасăр хăвармаççĕ, милици ветеранĕсемпе тĕл пулаççĕ, вĕсене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлаççĕ. Пирĕн районта та милицире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем сахал мар. Уйрăмах ыр сăмахсемпе В. Блинова, Н. Борисова, В. Шипулина, А. Макарова, Н. Алексеева, Н. Федорова, О. Кузьмина, Е. Евстафьева, В. Кондякова тата ыттисене те асăнас килет. Вĕсем пенсире пулнине пăхмасăр районти ШĔПре ĕçлекен милици сотрудникĕсемпе тĕл пулма, вĕсене сĕнÿсемпе пулăшма, ШĔПĕн обществăлла пурнăçне активлăн хутшăнма май тупаççĕ, лайăх наставниксем шутланаççĕ. Эпир вĕсене тата ытти милици ветеранĕсене (вăл шутра Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланисене, Çурçĕр Кавказра террористсене хирĕç кĕрешнисене) çирĕп сывлăх, вăрăм пурнăç, ăнăçу, мал ĕмĕтлĕ пулма, ырă шанăçпа пурăнма сунатпăр, сирĕн çемйÿсенче яланах юрату тата татулăх хуçаланччăр.
А. АНТОНОВ, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ, милици подполковникĕ.