Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкула газ çитнĕ

Çак ытларикун Шĕнерпуç шкулĕшĕн питех те паллă кун пулнă, мĕншĕн тесен вĕрентÿ учрежденине çутçанталăк газĕ çитнĕ. Ку ырлăха вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те юлашки çул пит чăтăмсăррăн кĕтнĕ темелле. Çапла майпа республикăри Учитель çулталăкне кăçал вĕсем хаклă парнепе кĕнĕ.

Пуçласа газ яни шкулта савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Дмитриев, районти вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пай ертÿçи Л. Смирнова тата район администрацийĕн ытти яваплă специалисчĕсем хутшăннă, шĕнерпуçсене саламланă, пулăшу паракансене тав тунă.

Асăннă шкула çутçанталăк ырлăхĕ кĕртес ĕçе «Тепловик» ООО пурнăçланă, çĕнĕ оборудованисене йĕркелештерсе газ яраканĕсем «Чувашсетьгаз» АОн Сĕнтĕрвăрринчи участокĕн специалисчĕсем пулнă.

ПИРĔН КОРР.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 февраля 2010
00:00
Поделиться