Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пурнăç çÿллĕрех шая çĕкленессе шанса

Иртнĕ тунтикун Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров республикăн Патшалăх Канашне Çыру янă. Халĕ Чăваш Енри мĕнпур ĕç коллективĕсенче тенĕ пекех асăннă Çырăва тĕплĕн сÿтсе яваççĕ, унăн хăйвăхăтлăхĕпе кирлĕлĕхне палăртаççĕ. Эпир те Николай Васильевичăн тăван ентешĕсене адресленĕ Çыру пирки хамăр районти çынсем мĕн шухăшлани, мĕнле хак пани çинчен ыйтса пĕлес тĕллевпе хăшпĕрисемпе тĕл пулса калаçрăмăр.

И. ВАСИЛЬЕВ, служащи,

- Н. Федоровăн Çырăвне Чăваш Республикин малашлăхĕн тĕп никĕсĕ тесен те юрать. Унта вăл тăван республикăна çĕнĕ технологисемпе усă курса аталантармаллине палăртать. Ку, паллах, предприятисен ертÿçисене çĕнĕлле ĕçлеме хистекен тĕрев.

Çырура асăннă хĕвел модулĕсен производствине тата "Хĕвел айлăмĕ" ятарлă экономика зонине йĕркелени темиçе пин çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерни çех мар, çынсен пурнăç шайне ÿсме май пани те, тесе шутлатăп.

Л. СЕМЕНОВА, техник-инвентаризатор,

- Пуринчен ытла маншăн пулас ăрусен пĕлÿ шайне пахалăхлă çÿллĕ рете çĕклеме тĕмсĕлни лайăх. Кунсăр пуçне, тĕрлĕ нанотехнологипе биотехнологи центрĕсем туни республикăн бюджечĕпе инвестицисен калăпăшне ÿстерме май парĕ.

В. СМЕЛОВ, Шуршăл ял хутлăхĕн пуçлăхĕ,

- Юлашки çулсенче чăнах та республикăри предприятисен ытларах проценчĕ тăкаклăрах ĕçлет. Çавна май ĕçлекен çынсен тупăшĕ те палăрмаллах чакни курăнать. Тен, муниципалитетсем тĕрлĕрен çĕнĕлĕхсемлĕ социаллă программăсемпе анлă усă курсан, хамăрăн та, çамрăк ăрăвăн та ăс-хакăл çитĕнĕвĕн паха енĕсене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшсан, пурнăç çине ÿрĕк-сÿрĕкле, харампырла мар, малалла ăнтăлса талпăнсан, интереслĕ ĕç тупсан тин ытлă-çитлĕ пурнăç пулĕ. Республика ертÿçи Çырура палăртнă пек, малашлăхри ăнăçлăхшăн пурин те çанă тавăрса ĕçлемелле.

В. СЕМЕНОВ, нумай çул хушши лесник пулса ĕçленĕ, халĕ пенсионер,

- Мана хальхи вăхăтра чи хумхантаракан ыйту - вăрмансене çĕнетсе ÿстересси. Чăваш Республикин Президенчĕн Н. Федоровăн Çырăвĕнче те вăл вырăн тупни мана чăннипех те савăнтарать. Çаралса юлнă вăрмансем, тĕрлĕ хурт-кăпшанкăна пула хăрса ларнă чăваш юманĕсем чуна питех те ыраттараççĕ. Çутçанталăкран ялан, пĕр вĕçĕм çăткăнла илни юлашкинчен çынсене те пĕтерсе хума пултарать-çке. Çутçанталăк шучĕпе мар, унпа çураçуллă пурăнсан çеç пирĕн пуласлăх пулĕ.

Ватлăхра паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи ÿсни те пенсионерсен пурнăçне малашне çăмăллатĕ.

В. ВАСИЛЬЕВ, спортпа туслă çын,

- Президентăн Çырăвĕнче çынсен сывлăхне çирĕплетесси, мĕн ачаран физкультурăпа тата спортпа туслă пулмаллине уйрăммăн палăртса калани килĕшрĕ. Чăн та, спортпа, физкультурăпа туслă пулсан çамрăксен эрех-сăра ĕçесси, пирус туртасси, наркотиксемпе айкашасси, тĕрĕс çултан пăрăнас шухăшсем çуралмаççĕ тесе шутлатăп эпĕ. Паллах, кун пирки пирĕн районта та нумай калаçаççĕ тата нумай ĕçсем туса ирттереççĕ. Физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс çĕкленни, ытти районсенчи пекех, пирĕн тăрăхра та çак ырă пулăмăн малашлăхне лайăх уçса парать. Кунта çамрăксем хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме пултарĕç. Тĕрлĕрен спорт секци-йĕсене çÿресе, тренажерсем çинче физкультура хăнăхтарăвĕсем туса сывлăхне çирĕплетĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ, "Сывă наци - сывă пуласлăх", - теççĕ.

Н. СТЕПАНОВА,

суту-илÿре ĕçлекен,

- Мана ытларах çутçанталăк тасалăхĕ, унăн пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Пирĕн республикăра пурăнакан çынсем хăйсем хыççăн мĕн чухлĕ çÿп-çап хăварнине виçепе палăртас пулсан, тĕлĕнсе каймалла. Малашне те çакăн пекех пулас пулсан, эпир кĕçех тасамарлăхра путса ларăпăр. Чăваш Президенчĕ те çак ыйтăва питĕ тимлеме ыйтать.

Кил-тĕрĕшри тĕрлĕ çÿп-çапсене типтерлекен ятарлă предприятисем тумалла. Республикăра пурăнакан кашни çын çутçанталăк тасалăхĕшĕн кунсерен тăрăш-малла, унпа пулса иртекен улшăнусене пĕлсе тăмалла, пулăшма хатĕр пулмалла, çакă Чăваш Енре пурăнакансен анлă тавра курăмлă тата тĕрĕс пурнăç нормисене пăхăнакан çамрăк ăру çитĕнтерме май парĕ. Çак енĕпе кашниех мĕн те пулин усăлли тума пултарать. Паллах, чи малтан экологи культурине мĕн пĕчĕкрен çамрăк ăрăва хăнăхтарса ÿстермелле.

О. ПЛОТНИКОВА



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
19 декабря 2009
00:00
Поделиться