Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăхпа куçа-куçăн тĕл пулчĕç

Иртнĕ юнкун, республикăри мĕнпур хуласемпе районсенчи пекех, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче те черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Хĕллехи раштавăн шартлама сиввисене пăхмасăр, шĕкĕр Шупашкартан килнĕ тĕрлĕ шайри пуçлăхсем, министерствăсемпе ведомство представителĕсем, район администрацийĕн ертÿçисемпе специалисчĕсем тĕрлĕ ушкăнсене пайланса чылай ĕç коллективĕсенче пулса, вĕсенче ĕçлекен халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçрĕç. Ку хутĕнче вара Информаци кунĕн тĕп теми те питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ - Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыру. Çак асăннă сумлă документăн ячĕ - "Чăваш Ен, пуласлăхри тата пуласлăх валли". Унпа чылайăшĕ радио, телеэкран тăрăх тата хаçатсенче вуласа паллашма ĕлкĕрнĕ пулĕ-ха, анчах та информаторсем куçа-куçăн тĕл пулса ĕç вырăнне пырсах тĕплĕн ăнлантарса панине мĕн çиттĕр.

Чăваш Республикинчи вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Владимировна Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Иванович Дмитриев тата район администрацийĕн çутĕç пайĕн пуçлăхĕ Лидия Геннадьевна Смирнова Октябрьски тăрăхĕнчи халăхпа тĕл пулчĕç. Çавăн пекех вĕсем кунти шкулта районти вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе те тĕлпулу ирттерчĕç, информаци кунĕн тĕп теми тавра калаçнипе çех çырлахмарĕç, республика, район шайĕнчи чылай ыйтăва çĕклерĕç, пухăннисене кăсăклантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕç. Президент Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн кашнин хăйĕн ĕçĕнче яваплăха туйса ĕçлемеллине уйрăммăн палăртрĕç информушкăн членĕсем.

Светлана Владимировна районти педагогсем умĕнче тухса калаçнă май, вĕрентÿ системинче малашне мĕнлерех çĕнĕлĕхсем кĕртме палăртни çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех Шупашкартан килнĕ хăна Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлне палăртакан хăшпĕр статистика кăтартăвĕсемпе те паллаштарчĕ, педагогсен кулленхи ĕçри çитменлĕхĕсене асăнса, вĕсене пĕтермелли çул- йĕре палăртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Иванович вара Республика Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче палăртнисене пурнăçланă çĕрте районта интереслĕ те конкретлă ĕçсем тумалли нумаййи пирки уйрăммăн каларĕ, ырă малашлăхра конкретлă результатсем пулччăр тесен, пурин те килĕштерсе, тăрăшса ĕçлемеллине уйрăммăн палăртрĕ.

Федераци налук службин Чăваш Республикинчи управлени ертÿçин çумĕ Ольга Михайловна Никина, район администрацийĕн градостроительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Сергей Валерьевич Лазарев Сĕнтĕрвăрринчи Перекет банкĕн, БТИ коллективĕсенче пулса унта ĕçлекенсене Президент Çырăвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç, çынсене кăсăклантаракан ытти нумай-нумай ыйту тавра та калаçрĕç. Çавăн пекех вĕсем Шуршăл тăрăхне те çитсе килчĕç. Унта пурăнакан халăхпа та куçа-куçăн тĕл пулчĕç, информаци кунĕн тĕп теми тавра калаçрĕç, çынсене кăсăклантаракан чылай ыйтусене хурав пачĕç. Ыйтăвĕсем вара, чăнах та, тĕрлĕрен пулчĕç. Çав шутра налук тÿлесси, çамрăк çемьесене паракан çăмăллăхсем пирки, çĕр ыйтăвĕ тата ытти те.

ЧР "Чăваш кĕнеке издательстви" патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ, Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн председателĕ В. Комиссаров, район администрацийĕн организациллĕ пай пуçлăхĕ К. Федорова районти "Пирĕн сăмах" хаçат редакцийĕн сотрудникĕсемпе, районти тĕп библиотека, краеведени музейĕн ĕçченĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕç çав кун.

- Эпĕ Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăва сессире питĕ тимлĕ итлесе лартăм. Çавна май çак асăннă документа çав тери пысăк хак пама пултаратăп. Вăл - тăван халăхăмăр умĕнче тунă ĕç-хĕлĕн çулталăкри пĕтĕмлетĕвĕ, малашлăха уçăмлăн пăхни. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи Çырăвне Президент, "Чăваш Ен, пуласлăхри тата пуласлăх валли" тесе ят панă, - çапларах пуçларĕ хăйĕн сăмахне Валерий Петрович Комиссаров. Çавăн пекех вăл пухăннисене Чăваш кĕнеке издательствин ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, хаçат сотрудникĕсем умĕнче тухса калаçнă май, республикăри журналистсене пырса тивекен ыйтусем тавра та калаçрĕ. Район шайĕнчи ĕç-пуç тавра Клавдия Николаевна Федорова сăмах пуçарчĕ. Вăл Президент Çырăвĕпе кашни журналистăн, кашни культура ĕçченĕн тĕплĕн паллашмаллине, çак паллă документа халăха ăнлантарса памаллине уйрăммăн палăртрĕ.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче тĕрлĕ шайри ертÿçĕсемпе депутатсем, информ-ушкăн членĕсем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнассине те йĕркелерĕç, çынсене кăсăклантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем пама тăрăшрĕç.

С. КУЛИГИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
19 декабря 2009
00:00
Поделиться