Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ Кушнике - лайăх çул

Халĕ районти кашни ялах асфальтлă е чулпа витнĕ çул илсе çитерет. Çак ырлăха пурнăçа кĕртме Раççейре тата хамăр республикăра йышăннă программăсем витĕм кÿчĕç.

Анчах, шел пулин те, Çĕнĕ Кушник ялĕнче пурăнакансем паянхи кун та çулсăр аптраççĕ. Паллах, ялĕ çырма хĕрринче вырнаçни те "ура хурать" пулмалла. Строительсем иртнĕ тапхăрта пысăк ĕç турĕç пулин те, пуçланă çула туса пĕтерме хал çитереймерĕç. Çапах та ку пуçа уснине пĕлтермест. Строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ, паянхи кун çул-йĕр ĕçченĕсем (подрядчикĕ - "Чувашавтодор") чул сарассипе тимлеççĕ. Сĕнтĕрвăррине Çĕнĕ Кушникпе çыхăнтаракан çул, укçа енчен йывăрлăхсем пулмасан, 2010 çулта хута каймалла.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
19 декабря 2009
00:00
Поделиться