Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Символика фестивалĕ

Иккĕмĕш хут ĕнтĕ Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче регионсем хушшинчи патшалăх символикин фестивалĕ иртет. 2004 çулта пирĕн патăрта «Хăвăн йăхна пĕл» ятпа геральдика фестивалĕ пулнăччĕ.

Кăçал вара вексиллографи (геральдикăн «йăмăкĕ» тесен те йăнăш пулас çук) енĕпе иртрĕ вăл. Асăннă мероприятие ку енĕпе Чăваш Республикинче малта пыракан виçĕ район хутшăннă, Пăрачкав, Красноармейски тата Сĕнтĕрвăрри. ¤на ертсе пыраканĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕ Л. Борзова пулчĕ. Çавăн пекех проект авторĕсем, фестиваль хăни – Мари Республикин геральдмейстерĕ И. Ефимов, Карапаш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В. Михайлов, республикăри тĕрлĕ муниципаллă учрежденисен гербĕсене хатĕрленĕ В. Шипуновпа Г. Шипунова тухса калаçрĕç иртнĕ юнкун районти Культура çуртĕнче йĕркелесе ирттернĕ фестивальте.

В. МЕРИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 ноября 2008
00:00
Поделиться