Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тимлĕхре коопераци участокĕсем пулчĕç

Иртнĕ юнкунхи Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Чăваш Республикин экономика атала-нăвĕпе суту-илÿ министрĕн Иван Борисович Моторинăн пирĕн районти ĕçлĕ çулçÿревĕ район администрацийĕн çуртне пырса çитиччен чылай маларах пуçланчĕ. Аслă автотрасса хĕрринче вырнаçнă Кайри Шĕнерпуçĕн коопераци участокĕ умĕнче ăна Октябрьски Совечĕн председателĕ Р. Почемов тата Чăвашпотребсоюзăн правлени председателĕ Л. Абрамова кĕтсе илчĕç, кăшт вăхăтран ушкăна Сĕнтĕрвăрри район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Мясников, райадминистрацин экономика пайĕн пуçлăхĕ Н. Смирнова, депутатсен район Пухăвĕн ертÿçи И. Сергеев хутшăнчĕç.

Информушкăн темине кĕртнĕ ыйтусем – 2009 мĕш çулăн тата 2010, 2011 çулсенчи планлă тапхăр валли йĕркеленĕ республика бюджечĕ – экономика, пурнăç пахалăхĕ тата социаллă аталану ÿсĕмĕн бюджечĕ; кăçалхи хутса ăшăтмалли сезона йĕркеллĕ ирттерсе ярасси, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи пурнăç условийĕсемпе тивĕçтерекен системăсен ĕçне йĕркелесси. ©ав вăхăтрах Иван Борисович, хăй Чăваш Енри экономикăпа суту-илÿн тĕп ведомствине ертсе пынă май, пирĕн районти коопераци системипе тĕплĕн паллашма тăрăшрĕ. Кайри Шĕнерпуç магазинĕ суту-илÿн прогрессивлă форми, тĕрĕсрех, самообслуживани йĕрки çине куçнăранпа таварçаврăнăш калăпăшне палăрмаллах ÿстернĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, çĕнĕ ĕç форми сутуçăсемшĕн те, тавар туянакансемшĕн те пит меллĕ.

Республика министрĕ уйрăмах тавар ассортименчĕпе интересленчĕ. Ку тĕлĕшпе потребкооператорсен пит хĕретме тивмерĕ. Ассортимент ялан тенĕнех пуян тата вырăнти предприятисенче туса кăларакан продукци те райпо магазинĕсенче пысăк вырăн йышăнать. Кунашкал тавар калăпăшĕ– 90 процента (мĕнпур калăпăшран) яхăн.

Район администрацийĕн çуртĕнче пулнă хыççăн информушкăн Сĕнтĕрвăрри хулин Коновалово микрорайонĕнчи «Лада» суту-илÿ комплексне çитсе курчĕ. Тĕпрен илсен, кунта та суту-илÿ формачĕ Кайри Шĕнерпуçĕннинчен пит уйрăлсах тăмасть темелле, тавар-çаврăнăш калăпăшне шута илмесĕр, паллах, мĕншĕн тесен кунта суту-илÿ залĕ палăрмалла пысăкрах.

Министр райпон ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕ, паллашнă, потребкооператорсем хатĕрленĕ вĕри апатпа сăйланнă хыççăн коопераци участокĕсене пысăк хак пачĕ. Шĕнерпуçĕнчи самообслуживани магазинĕ те ырă сăмаха тивĕçнисен шутĕнче пулчĕ.

Кунта суту-илÿ пÿлĕмне, склада пăхса çаврăннă хыççăн юнашарти залра (кунта райпо юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, часах ăна «ĕçлеттерсе» ярас планлă) информушкăн вырăнти халăхпа тĕл пулчĕ, кун йĕркинчи темăна ăнлантарчĕ, ыйтусене хуравларĕ. Иван Борисович ял çыннисем хускатнă ыйтусене хапăл пулчĕ темелле, мĕншĕн тесен унăн ĕçлĕ сăмахĕ шăпах вĕсене йышăнса хурав панинчен пуçланчĕ. Шĕнерпуçсене вара вырăнти шкула газификацилес ĕçе хăçан пуçăнасси, Сĕнтĕрвăрри районне Куславкка тăрăхĕпе асфальтлă çулпа Шĕнерпуç енчен çыхăнтарасси, туризма анлăрах аталантарасси, халăхран пуçтаракан сĕт хакĕн проблеми тата ытти кăсăклантарчĕç.

Ял халăхĕ лартнă ыйтусем И. Моторин министрпа пĕрле район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Мясникова та, ял хутлăхĕн пуçлăхне В. Кириллова та калаçтарчĕç.

Шĕнерпуç шкулĕ çутçанталăк газĕсĕр юлнă районти пĕртен-пĕр вĕрентÿ учрежденийĕ мар. Унашкаллисем татах та пур, тĕслĕхрен, Урхас Кушкă шкулĕ. Кăçал Шĕнерпуçĕнчи ача садне газ кĕртнĕ. ©итес çулсенче шкул та газификациленмелле, паллах. Пурне те пĕр вăхăтра тума май килменнине Анатолий Аркадьевич парăмсемпе (ача садне газ кĕртнĕшĕн) татăлса пĕтменнипе ăнлантарчĕ.

Сăмах май, çакна асăнмалла, районта, хулара хутса ăшăтмалли сезона пуçланă ĕнтĕ, энергоресурссемшĕн район 1 млн. тенкĕ ытла парăмра пулнине пăхмасăрах проблемăна йĕркелештерме пултарнă.

Сĕнтĕрвăрри районне Куславккапа Шĕнерпуç енчен çулпа çыхăнтарассине (çул тăршшĕ –1, 5-2 км) хальлĕхе пăхса тухман-мĕн. Ку тĕлĕшпе урăхларах варианта суйланă, кÿршĕ района асфальт çулĕ Туçи, Нишер, Щамал енчен тухмалла. Малашлăхсăра тухнă ялсен пурнăçне «чĕртес» тĕлĕшпе çапла тума планланă.

Туризма аталантарасси районта вăй илсех пырать. Шуршăл, Нарат Чакки ялĕсем ку енпе «кĕрлеççĕ» ĕнтĕ. Шĕнерпуçĕ те малашнехи туризм маршрутĕнче пĕлтерĕшлĕ пулма кирлĕ. Часах Вăрман Пилемĕч ялĕ те туристсене йышăнма пуçлĕ. Кунта ялти пуçаруçă тăрăшнипе волонтерсен лагерĕ ĕçлеме пуçламалла. Октябрьскинче ĕлĕкхи почта станцийĕн музейне йĕркелес шухăшлисем пур.

Туристсене массăллă йышăнма тытăнсан хăна çурчĕн (гостиница) проблеми тухса тăрать. Ку тĕлĕшпе Октябрьскинчи ятарлă шкул-интернат пулнă комплексăн пĕр пайне шăпах хăна çурчĕ валли парас ыйтăва та пăхса тухмалла.

Иван Борисович ăнлантарнă тăрăх, ĕçе аталантарма патшалăхран укçа илес тесен, ÿркенмелле мар, пахалăхлă бизнес-плансем тăратма тăрăшмалла, вăл ертсе пыракан министерство вара ку енпе пулăшма хапăл.

Уйрăм предпринимательствăна аталантарма халĕ 1 млн. тенкĕ таран грант илме пулать. Ял çыннисен заявкисене чи малтан пăхса тухма тăрăшаççĕ.

Ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн вырăнти халăх хăнасемпе пĕрле Октябрьски райповĕн çăкăр завочĕ туса кăларакан продукцине вĕри чейпе тутанса пăхрĕç, ырă хак пачĕç. Райпо Совечĕн председателĕ Р. Почемов вара, ахăртнех, меллĕ самантпа усă курса, И. Моторина экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви хăйне Хисеп грамотипе чысланăшăн тав турĕ.

И. НИКИТИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 октября 2008
00:00
Поделиться