Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Мухтава чăннипех тивĕçлĕ

Выльăх ырă çынна чунĕпе туять теççĕ, çавăнпа ветеринари служби усаллăха тÿсеймест пулĕ. Выльăх-чĕрлĕхе сиплекен врачăн тăватă ураллă чунсен чĕлхине ăнланма пĕлмелле, çакă вара çепĕç кăмăллă ăста специалиста çеç «шăл çемми» темелле. Октябрьскинчи ветеринари участокне ертсе пыракан Владимир Евстигнеевич Тихонов хăйĕн ĕçĕн профессионалĕ пулнине вырăнти халăх аван пĕлет, çавăнпа хăйĕн юратнă выльăх тухтăрне районăн кăçалхи Акатуйĕнче Раççей Федерацийĕн ялхуçалăх министертсвин Хисеп грамотипе тата парнепе чысланăшăн вăл хĕпĕртемесĕр иртмерĕ.

Владимир Евстигнеевичăн ыр кăмăллăхне, сăпайлăхне шырама унăн шалти хутламĕсене хускатас çук, ăшпиллĕхĕ, чунлăхĕ сăн-питĕнченех, пирвайхи сăмахĕнченех, хусканăвĕнченех палăрать. Хăйĕн пурнăçĕнче никама усал сăмахпа кÿрентерме хăйман арçын вăл, ахăртнех, мĕншĕн тесен ун çинчен япăххине мар, кун пирки шÿтлĕн шахвăртнине те илтме тÿр килмен. Сăпайлă арçын тени пурнăç философийĕнчен çухалманни çав тери паха. Паян унашкаллисем, вырăсларах каласан, антиквариат шутне кĕме тивĕçлĕ.

Унăн профессионализмĕ Хусанти ветеринари институтĕнчен çул хывма тытăннă. Унта пухнă пĕлÿ Красноармейски районĕн каччине Сĕнтĕрвăрри тăрăхне илсе çитернĕ. Унăн ĕç биографийĕ «ишеве тухнă» вăхăтра ялху-çалăх предприятийĕсем аталану çулĕпе сулмаклăн утнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче мăйракаллă шултра выльăхĕ те, сыснисем те, сурăхĕсем те, чăх-чĕпĕ те темиçе пиншер пуç шутланнă. «Аксаринский» СХПКра 5 çул тĕп ветврачра вăй хунă хушăра ларса канма вăхăт пулман пулĕ, ара, ху-çалăхăн уйрăмĕсем Карапаш таранах пулнă, Щамал фермине çитме кăна 12 çухрăм «танк-кама» тивнĕ. Йывăр, кăткăс, çавах та интереслĕ ĕçре «пиçĕхнĕ» Владимир Евстигнеевичăн профессионализмĕ.

Пултарулăхне кура, унăн ©ĕрпÿ районĕнчи ăратлă выльăх самăртакан хуçалăхра та, Сĕнтĕрвăрринчи ветстанцире те тăрăшма тÿр килнĕ.

«Мĕншĕн-ха вăл ку енĕпе карьера картлашкинчен анса ялти ĕç участокĕнче тĕпленнĕ.» – ыйтма пăхĕ хăшĕ-пĕри. Пĕлетĕр-и, çемье шăпи те пит пĕлтерĕшлĕ пирĕн пурнăçра. Йĕркеллĕ, лăпкă çемье пурнăçне суйласа илнĕ те Владимир Евстигнеевич, пулни-иртни пирки «тĕк вĕçтермесĕр» малтанхи юратнă ĕçĕ патне таврăннă. 1998-мĕш çулччен «Октябрьский» совхозра ветврачра вăй хунă. Унтан «Сĕнтĕрвăрринчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци» ГУ-н структуринче вырăн тупнă, халĕ Октябрьскинчи ветучастока темиçе çул хушши ĕнтĕ ăнăçлă ертсе пырать. «Профилактика мероприятийĕсен планне çулсерен кирлĕ пек пурнăçлать, унăн территорийĕнче выльăхсен усал чирĕсем алхасни пулман, выльăха искусственнăй майпа пĕтĕлентерессипе те унăн участокĕн кăтартăвĕсем чи лайăххисен шутĕнче», – палăртаççĕ райветстанцин ертÿçисем.

Паллах, Владимир Евстигнеевича паянхи тапхăр проблемисем, тĕслĕхрен, ялти выльăх йышĕ чакни т. ыт. те пăшăрхантармасть мар, анчах та пуç усмасть вăл, тумаллине типтерлĕ тăвать. Выльăх тытакансен ыйтăвне пахалăхлă тивĕçтересси – уншăн яланхилле тĕп вырăнта.

И. НИКИТИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 октября 2008
00:00
Поделиться