Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Кар тăрса йывăç лартма

Тăван тавралăхăн илемлĕхĕ, илĕртÿлĕхĕ пирĕнтен, çынсенчен, нумай килет. Юлашки çулсенче экологи ыйтăвĕсем çивĕч тăнине кура патшалăх та, обществăлла юхăмсем те çутçанталăка сыхлас, хуласемпе ялсенче тирпей-илем кÿрес енĕпе нумай тимлеççĕ, йывăç-тĕмсем лартаççĕ, урамсене, çырмасене, парксене çÿп-çапран тасатаççĕ. Ку енĕпе «Единая Россия» парти ырă тĕслĕх кăтартать. Асăннă

партин районти уйрăмĕнче тăракансем, район администрацинче тата хула хутлăхĕнче ĕçлекенсем Сĕнтĕрвăрринчи А. Николаев ячĕпе хисепленекен паркра йывăçсем лартрĕç, кунти лаптăка çÿп-çапран тасатрĕç, чечек клумбисене тирпейлерĕç, утмалли çулсене йĕркене кĕртрĕç. Халĕ кунта хурăн, çăка хунавĕсем вырăн тупрĕç. Кĕçех вĕсем тымарĕсене тарăн ярса пĕлĕтелле кармашĕç, парка пыракансене шăрăх çанталăксенче хăйсен сулхăмне йыхравлĕç, чи кирли вара – хулари тусанлă, таса мар сывлăша ирĕн-каçăн тасатĕç.

Халĕ пирĕн районта республикăри ытти ялсемпе хуласенчи пекех йывăç лартассипе уйăхлăх пырать. ©ак пархатарлă ĕçе нумай çын, шкул ачи хутшăнасса шанас килет. Ан тив, пирĕн тăрăхра яланах симĕс вăрмансем, парксем, катасем мăнаçлăн кашласа ларччăр, тавралăха илемлĕх кÿччĕр.

И. ЛЬВОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 октября 2008
00:00
Поделиться