Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕп ыйту – хĕле хатĕрленесси

Виçĕмкун район администрацин пухусем ирттермелли пысăк залĕнче анлă канашлу пулса иртрĕ. Унта хула, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, район Пухăвĕн депутачĕсене, тĕрлĕрен учрежденисемпе организацисен, предприятисен ертÿçисене, район администрацийĕн пай пуçлăхĕсене чĕннĕ. Канашлăва район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Ю. Челейкин уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Асăннă мероприятин кун йĕркинче темиçе ыйту та пулчĕ, анчах вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем – хĕле хатĕрленесси, уй-хирти кĕрхи ĕçсене йĕркеллĕ вĕçлесси.

Канашлăва Шупашкартан тĕрлĕ ведомствăсемпе учрежденисенчен килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç. Çавна май, Юрий Иванович чи малтан вĕсене сăмах пачĕ. Чăваш Республикинчи ВДПО Совечĕн председателĕ С.Сергеева хăйсен организацийĕ пушара хирĕç кĕрешес çĕрте районсене мĕнлерех пулăшу пама пултарни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

«Чувашрегионгаз» пĕрлешĕвĕн представителĕ А. Захаров кĕçех çуртсене газпа усă курса ăшăтмалли тапхăр пуçланасси пирки, çавна май хĕле тĕплĕн хатĕрленмелли çинчен каларĕ, газпа усă курнă чух яланах тимлĕ пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Çавăн пекех пирĕн район газ енĕпе 2 млн. тенкĕ ытла парăма кĕнине те палăртрĕ вăл. Пĕтĕмпе вара Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче 7308 абонемент çутçанталăк газĕпе усă курать, анчах та вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем çакăншăн тÿлемеççĕ, иккен.18 уйăх пач тÿлеменнисем те пур. Ун пеккисене ултă çынна суда панă.

Чăваш Республикин строительство Министерствинчен килнĕ представитель Сергей Леонидович Федоров халăха «Таса шывпа тивĕçтерес» программа пирки тĕплĕн ăнлантарса, нумайăшĕн ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕ.

Шĕкĕр Шупашкартан килнĕ хăнасем калаçса пĕтернĕ хыççăн вырăнтисем сăмах илчĕç. Районти ЖКХ системи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта çуртсене мĕнле хутса ăшăтма хатĕрленни çинчен район администрацин ЖКХ секторĕн заведующийĕ Ю.Пушкин доклад туса пачĕ (унпа эпир «Пирĕн сăмах» хаçат вулаканĕсене çитес вырăсла кăларăмра тĕплĕн паллаштарăпăр). ООО «Эк-Котельная» тата ООО «Тепло-Сервис»пуçлăхĕсем В.Албутовпа А.Ролдугин котельнăйсем хĕле мĕнлерех хатĕрленнипе паллаштарчĕç. Çавăн пекех ку темăпа УМП «ККЦ-ДЕЗ» тата «УК Комфорт» пуçлăхĕсем И. Сергеевпа В. Демидов тухса калаçрĕç.

Канашлура ялхуçалăх управленийĕн агрономĕ О. Гусаров районти уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Шел пулин, те хальлĕхе вырма ĕçĕсем вĕçленмен-ха. Паянхи кун тĕлне 3750 гектар çинчи тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ, ку вăл 86: танлашать. СХПК «Восток» тата А. Г. Николаев ячĕллĕ хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем вĕçленмен. «Сентреш», «Звезда» хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарма тытăннă. Çĕрулми кăларас ĕç çанталăк условийĕсем чипер тăрсан кал-кал пымалла.

Район администрацин пуçлăхĕн çумĕ А. Мясников пухăннисене çывхарса килекен Ватă çынсен кунне хатĕрленме, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче çак уявпа çыхăннă тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме, нумай çулсем хушши ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене тăван коллектива пуçтарса сума суса хисеп тума каларĕ. Çак тĕллевпе пирĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен ырăкăмăллăх вунăкунлăхне ирттерме палăртнă. Ырăкăмăллăх тенĕрен... Пирĕн район çыннисем нумаях пулмасть Кăнтăр Осетире гуманитарлă катастрофăра шар курнисене конкретлă пулăшу парас тĕллевпе активлăн ĕçлеççĕ. Унта пурăнакансене пулăшма, тĕрлĕрен çи-пуç, атă-пушмак, вырăн хатĕрĕсем тата ытти япаласене пуçтарас тĕллевпе, районта 12 пункт уçнă. Паянхи кун тĕлне 75 пин те 161 тенкĕ халăхран пуçтарса панă çак пархатарлă ĕç малалла пырать. Иртнĕ канашлура вара ку тĕлĕшпе уйрăмах пысăк активлăх кăтартнă ĕç коллективĕсене «Единая Россия» партин Чăваш республикинчи регионти тата районти организацисен ячĕпе Тав çырăвĕсем пачĕç. Вĕсене илме тивĕçлисен шутĕнче, районти тĕп больница, Перекет банкĕ, Октябрьски райповĕ, çăкăр комбиначĕ, ветстанци, районти тĕп библиотекăпа Культура çурчĕ, нумай-нумай шкулсемпе ытти учрежденисен коллективĕсем.

С. КУЛИГИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 сентября 2008
00:00
Поделиться