Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хаçат вулакансен йышне ÿстересчĕ

Район хаçатне çырăнтарас кампани малалла пырать. Вулакансем асăрхарĕç пулĕ ĕнтĕ, унăн хакĕ малтанхи пекех, улшăнман. Çав вăхăтрах ытти тавар хакĕсем çÿлелле хăпарса кайрĕç. Эпир, хаçатçăсем, хамăр кăларăма вулаканшăн йÿнĕрех пултăр тесе чунтан тăрăшатпăр. Анчах та ку пур чухне те пирĕнтен килмест. Шел пулин те, хаçат калăплассипе тата ăна салатассипе çыхăннă тăкаксем ÿссех пыраççĕ.

Çырăнтару тапхăрĕнче эпир час-часах районти çыхăну уйрăмĕсене çитсе курма тăрăшатпăр. Нумай пулмасть Урхас Кушкăри çыхăну уйрăмĕнче пултăмăр. Кунти пуçлăх Н. Геронтьева хаçат-журнал çырăнтарасси епле пынипе тата почтальонсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Паянхи кун çак тăрăхра пурăнакансем район хаçачĕн 30 комплектне, чăвашла кăларăмне –18, вырăслине 6 экземляр çырăнса илеççĕ. Паллах, пысăк Урхас Кушкă ял хутлăхĕшĕн ку кăтарту çав тери сахал. ¤на, тăрăшсан, тепĕр ик-виç хут ÿстерме те пулать.

Урхас Кушкăри çыхăну уйрăмĕнче 6 почтальон ĕçлет. Л. Кольцова Урхас Кушкă, Йĕрĕх Çырми, Йĕшĕмкасси тата Тури Упакасси ялĕсене тивĕçтерсе тăрать. Н. Григорьева Караньялĕнче хаçат-журнал салатать. Анчахрах почта ĕçне кÿлĕннĕ В. Плотников Мĕшĕл ялĕшĕн яваплă. Г. Андреевăна Упакасси, Ворни, Лапри Упакасси, Çĕнъял Упакасси ялĕсенче хулпуççи урлă пысăк сумккă йăтса çÿренине курма пулать. Л. Романовăн çулĕ вара Кĕслеяльне, Этнескере выртать. Ку çыхăну уйрăмĕнче нумай ĕçлекен почтальонсенчен пĕри В. Лаврентьева шутланать. Çак ĕçре вăл 25 çул тăрăшать. Нумай вăхăт çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Вера Викторовна. Халĕ вăл Вăрман Кушкăра, Чăрăшкассинче хаçат-журнал салатать. Кăçал тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленет тăрăшуллă хаçат ĕçченĕ.

Эпир пынă вăхăтра хăшпĕр почтальонсем çыхăну уйрăмĕнчен тухса кайма ĕлкĕрейменччĕ-ха. Çавăнпа та вĕсемпе район хаçачĕн тиражне ÿстермелли майсене сÿтсе яврăмăр, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илтĕмĕр. Почтальонсем пире ытларах ял пурнăçне çутатма, унта пурăнакансем çинчен каласа кăтартма ыйтрĕç. «Пахча-çимĕç çитĕнтерессипе, чечексем ĕрчетессипе, кил-çурта тирпей-илем кÿрессипе çыхăннă усăллă сĕнÿсем пичетлени те вырăнлă пулĕччĕ. Тата хаçата ытларах хыпарсем вырнаçтарни паха», – терĕç вĕсем. «Нумай тĕслĕ хаçат кăларма май килмест-ши.» – кăсăкланчĕç почтальонсем, республикăра тухакан хăшпĕр кăларăмсене кăтаратса. Паллах, пирĕн хамăрăн та хаçат сăн-сăпатне илемлĕ тăвас килет. Анчах та хальлĕхе укçа-тенкĕ çитсе пыманни ура хурать.

И. ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 сентября 2008
00:00
Поделиться