Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Телейлĕ мăшăрсем нумайланĕç

Çурла уйăхĕ – туй тумалли меллĕ вăхăт тенĕ ĕлĕкренех. Çак уйăхра çамрăксем пĕрлешсен çемье телейлĕ, арăмĕн тусĕ те, юратакан çынĕ те ĕмрипех упăшки пулĕ тесе палăртнă.

Кăçал, тăватă çулта пĕрре килекен 366 кунлă çул пулнă пирки, хăшĕ-пĕри тĕлейлĕ çемье çавăрма чарăнса тăрĕ те пулĕ. Çапах та, 08.08.08 илемлĕ дата нумайăшне илĕртет. Çавăнпа та вĕсем темиçе уйăх каяллах ЗАГС уйрăмĕн алăкĕсене «сыхлаççĕ».

Астрологсем тата хăшпĕр ăсчахсем каланă тăрăх, çак кун пĕрлешнĕ мăшăрсем ăнăçлă çемье пулмалла, пĕрне-пĕри ăнланса, килĕштерсе пурăнмалла.

Пирĕн районта 08.08.08 ку-нĕнче çемье çавăрма 6 мăшăр заявлени çырнă. Пĕлтĕр 07.07.07 числора 4 мăшăр пĕрлешни çинчен хут илнĕ.

Мĕнех, пирĕн çамрăксем çакăн пек илемлĕ датăсем кĕтмесĕрех çемье çавăрччăр.

Вĕсене пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе, савăнса пурăнма вăрăм ĕмĕр сунас килет.

И. АНАТОЛЬЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 августа 2008
00:00
Поделиться