Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пенси ыйтăвĕ тавра

Паянхи кун пирĕн районта çичĕ пин ытла пенсионер пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ район хыпарçин чи активлă вулаканĕсем шутланаççĕ. Шăпах çакна шута илсе ĕнтĕ эпир «Пирĕн сăмах» хаçат страницисенче час-часах пенси ыйтăвĕсене çĕклетпĕр. Ара, уйăхсерен паракан пенси укçийĕ тапхăрăн-тапхăрăн улшăнса пырать-çке, çакă аслă ăру çыннисене яланах хумхантарать, пенсионерсем хушшинче тĕрлĕрен ыйтусем çуратать. Акă, ĕнертен, тĕрĕсрех каласан çурла (август) уйăхĕн 1 -мĕшĕнчен пуçласа пенси укçийĕ каллех ÿснĕ. Çакăн çинчен тата пенси ыйтăвĕсемпе çыхăннă ытти тĕслĕхсем çинчен ăнлантарса пама эпир Пенси фончĕн районти управлени пуç-лăхне Г. Мокинана ыйтрăмăр. Сăмах май каласан, асăннă коллектива чылай çулсем хушши ăнăçлă ертсе пырать вăл. Кунта 25 специалист куллен тăрăшать, районти пенсионерсене кирлĕ пулăшу парать.

– Галина Николаевна, кă-çалхи çурла уйăхĕнче пенси укçи миçе процент ÿсрĕ.

– Пенсин база пайĕ 15 процент чухлĕ, страхлакан пайĕ вара 8 процент чухлĕ ÿсрĕ. Паллах, страхлакан пайĕ кашнин тĕрлĕрен. Çавна май уйăхсерен паракан пенси виçи те тĕрлĕ категорине кĕрекен пенсионерсен тĕрлĕрен.

– Юлашки çулсенче пенсионерсенчен чылайăшĕ хăйсене пырса тивекен çăмăллăхсем вырăнне укçан илес пирки заявлени çырса параççĕ тенине илтме пулать халăхра. Ку енĕпе пирĕн ра-йонта лару-тăру мĕнлерех.

– Çапла, çăмăллăхçăсем соцпакет вырăнне укçан илме кăмăл туса заявлени çырса панисем сахал мар. Кашни çулах эпир вĕсене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен пуçтаратпăр. Акă, паянхи кун тĕлне пирĕн районта çăмăллăхсемпе усă куракан 2356 пенсионер шутланать. Вĕсенчен çитес çулта соцпакет вырăнне укçан илес текенсем халлĕхе 683 заявлени панă.

– Çак заявленисене эсир районти ял поселенисене вырăнти халăхпа тĕлпулма кайсан та йышăнма пултаратăр тенине илтнĕ. Ку тĕрĕсех-и.

– Тĕрĕсех. Пирĕн специа-листсем график тăрăх тĕрлĕрен ял поселенисене тухса халăха пенси ыйтăвĕсемпе йышăнассине йĕркелеççĕ. Шăпах çав тĕлпулу вăхăчĕсенче кăмăл пуррисенчен заявленисем те йышăнаççĕ. Ун пек тĕлпулусем Шуршăл, Хуракасси, Октябрьски, Урхас Кушкă, Чăнкасси, Аксарин поселенийĕсенче пĕрре кăна мар ирттернĕ, малашне те ирттеретпĕр. Тĕслĕхрен, çурла уйă-хĕнче вĕсем Октябрьски, Шуршăл, Шĕнерпуç, Чăнкасси, Аксарин ялĕсенче иртĕç. Кунсăр пуçне пирĕн управленинчи клиентсен службин пайĕнче ĕçлекен Галина Семеновна Карпова тата Людмила Геннадьевна Андреева специалистсем кунсеренех граждансене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çак йышăнăва кăнтăрлахи апат тăхтавĕсемсĕрех ирттереççĕ.

– Çакăн пек ыйту та парас килет тата Сире. Хăшĕсем тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă ĕçе пăрахмаççĕ, тăван коллективран уйрăлма васкамаççĕ. Ун пеккисем нумай-и пирĕн районта.

– Пур, çителĕклех. Вăй-хал чакман, сывлăх енчен хăйсене çирĕп туякансем пенсие тухсан та ĕçлеме тăрăшаççĕ. 7456 пенсионертан 1178-шĕ куллен ĕçе çÿреççĕ. Паллах, вĕсен те пенси укçийĕ майĕпен ÿссех пырать.

– Галина Николаевна, тавах Сире уçă калаçушăн.

С. КУЛИГИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 августа 2008
00:00
Поделиться