Кил-çурт е хваттер номерлĕ пултăр!
Мĕн-ха вăл çырав тата мĕншĕн пит кирлĕ. Çĕршывра вăл е ку тапхăрта пурăнакан халăха пырса тивекен демографи, экономика, социаллă пурнăç кăтартăвĕсене пуçтарса пĕтĕмлетнĕ хыççăн массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетлени шăпах çырав шутланать те. Çав çырав вăхăтĕнче илнĕ сведенисем патшалăх бюджетне йĕркелеме, экономикăна аталантарма, çĕршывăн оборонине çи-рĕплетме, пенси тивĕçтерĕвĕ, сывлăха сыхлас, вĕрентÿ ĕçĕсем валли, çурт-йĕрпе çулсем тума çителĕклĕ чухлĕ укçа уйăрма тата ытти социаллă проблемăсене татса памашкăн кирлĕ.
Кирек епле мероприятин ăнăçлăхĕ те ăна ирттерсе ямашкăн пахалăхлă хатĕрленнипе çыхăннă. Çавăнпа çитес çырава хатĕрленесси те паянах пуçланмалла. Тĕрĕсрех палăртсан, районта çак ĕç старт илнĕ, мĕншĕн тесен çĕртме пуçламăшĕнче ятарлă комиссин пĕрремĕш канашлăвĕ иртнĕ те ĕнтĕ. Унăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çак çулталăк вĕçлениччен туса ирттермелли ĕçсен планне çирĕплетнĕ, комисси хастарĕсем хăйсем хушшинче вăл е ку тивĕçсене пурнăçлассишĕн яваплă çынсене уйăрнă тата ытти нумай ĕçсене палăртнă.
Чи çивĕч тăракан хатĕрленÿ ĕçĕсен шутĕнче, паллах, – муниципаллă тата административлă–территориллĕ пĕрлешÿсен перечнĕпе чиккисене тĕрĕслесе палăртасси, адрес хуçалăхне йĕркелесси (урам ячĕсем, çуртсемпе хваттерсен номерĕсем пурри), пурăнакан е вăхăтлăх килнĕ вырăнсенче регистрацие тăрассин е учетран тухассин правилисене пăхăннине тĕрĕслесси, халăх шутне туллин шута илме картографи материалĕсене тепĕр хут пăхса тухасси т. ыт. те.
Çавăнпа та çырав ирттерекенсене кĕтсе илме хăвăр кил-çуртăрăн адресне çывăх вăхăтра номерсемпе палăртса йĕркелессе шанас килет.
И. НИКИТИНА.