Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Юрлăр, ташлăр– уявра кичем ан пултăр!

Çитес эрнере, çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче, Чăваш Енĕмĕр хăйĕн уявне – Республика кунне паллă тăвать. Çавна май Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» XVI фестивалĕ иртет.

Пирĕн районтан унта Çичĕпÿртри Культура çурчĕ çумĕнчи, Турханкассинчи «Çăлкуç» фольклор ансамблĕсем, Шуршăлти пултарулăх çурчĕ çумĕнчи «Звездный» ташă ансамблĕ, Сĕнтĕрвăрринчи Культура çурчĕ çумĕнче ĕçлекен вырăс халăх хорĕ хутшăнма тивĕçнĕ.

Вĕсем Шупашкар хулинчи Лакрей вăрманĕнче йĕркеленĕ концерта, Наци библиотекинчен пуçласа утса, юрласа-ташласа анакан шестви вăхăтĕнче, Хĕрлĕ лапамра иртекен гала-концертра пултарулăхне кăтартма пултарĕç.

Мĕнех, маттур, сĕнтĕрвăррисем! ¤нăçу сире! Çитес уяв ячĕпе!

Е. ТИХОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
21 июня 2008
00:00
Поделиться