Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветеран кун-çулĕ

Çуллахи хĕвеллĕ те ăшă кун. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ... Халăх мирлĕ пурнăçпа савăнса пурăннă, никамăн пуçĕнче те паян-ыран вăрçă пуçланать, йывăрлăх сиксе тухать тесе асăрхаттаракан шухăш та пулман.

Çак вырсарникун Коля Ермаков ирхине ирех урам вĕçне Володя ятлă юлташĕ патне каять. Унпа вĕсем, Елчĕк райо-нĕнчи Шăмалак шкулĕнче 7 класс пĕтернĕскерсем, малалла Патăръелти педучилищăна вĕренме каясси çинчен калаçса татăлаççĕ. Коля Володьăна алă парса сывпуллашать те килелле тухса утать. Утнă май колхоз правленийĕ умĕнче нумай халăх пухăннине асăрхать. Пĕрисем Гитлера вăрçаççĕ, теприсем ÿлесе макăраççĕ, мĕнле малалла пурăнăпăр-ши тесе кулянаççĕ. Кунта пухăннă ялти çынсене колхоз председателĕ вăрçă пуçланни çинчен пĕлтернĕ иккен. Коля килне çитсе амăшне усал хыпара пĕлтерет.

Вăрçă пуçланнă пирки çамрăк каччăн пĕтĕм шухăшĕсем, ĕмĕчĕсем путланса лараççĕ, пĕр вăхăт унăн колхозра ĕçлеме тивет. Çамрăк та тĕреклĕ каччă ваттисемпе юнашар тăрса колхозра ĕçленĕ, каç пулттипе хăйĕн юратнă хĕрĕпе тĕл пулма васканă, унпа пĕрле малашлăх çинчен калаçнă.

Анчах та Коля пуçĕнчен тăшмана хăвăртрах çапса аркатас шухăш тухман, вăрçăна ирĕккĕн каясси çинчен те шутланă йĕкĕт. Кĕтсе тăнă пекех 1943-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче çар службине каймалли çинчен пĕлтереççĕ çамрăка.Кольăна ăсатнă чухне 50-ран иртнĕ амăшĕ хыттăн макăр-са юлнă.

Николай Ермаков Чулхула облаçĕнчи пĕр хула патĕнче тăракан çар чаçне лекет, пуш уйăхĕнче присяга тытать. Ун хыççăн вĕсен подразделенийĕ Иваново облаçĕ патнелле тухса каять, кунта унăн служба малалла тăсăлать.

1944-мĕш çулхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕсен çар пайне çапăçăва илсе каяççĕ. Коля Ермаков Польшăри Краков хули патĕнче пынă хаяр çапăçусене хутшăнать. Вĕсен çар пайĕ нимĕçсене хăваласа Одер çинчи Франк-фурт хули патне çитет.

1945-мĕш çулхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Николай Ермакова кĕçĕн лейтенантсен курсне вĕренме яраççĕ. Вăл унта ăс пухнă чухне вăрçă вĕçленнĕ. Тепĕр 3 уйăхран ку курса вĕренсе пĕтерет, ăна «кĕçĕн лейтенант» офицер званине параççĕ. Çамрăк офицера Германинчи Нейси хули патĕнче тăракан чаçе службăна яраççĕ. Вĕсен çар пайне 1945-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче Ставрополь хули патне илсе килеççĕ.

Вăрăм та илемлĕ каччă, совет çарĕн офицерĕ Николай Ермаков яла вăрçă пĕтсен виçĕ çултан çеç çаврăнса çитет. Пĕр уйăх каннă хыççăн ялти трактор бригадинче заправщикăн вĕренекенĕ, каярахпа Шăмăршăри Госбанк пайĕнче кассир пулса ĕçлет.1951-мĕш çулта тахçанах куç хывса хунă Роза Ивановнана качча илет.

1954 çулта Хусанти кредит енĕпе ĕçлекен специалистсене хатĕрлекен техникума вĕренме каять. Виçĕ çултан ку техникума хĕрлĕ дипломпа пĕтерет.

Николай Семеновичпа кĕрекере чей ĕçсе ларатпăр. Эпĕ пырса кĕнĕ чухне вăл утюгпа япаласем якататчĕ. Ку ĕç уншăн юратнă ĕç. Вăл мана, «Эпĕ çĕлемелли машинапа кĕпе-йĕм çĕлеме те, саплама та пултаратăп», – тесе пĕлтерчĕ.

– Николай Семенович, эсир Сĕнтĕрвăрри хулине мĕнле майпа килсе лекнĕ. – тесен, вăл мана çапла каларĕ,

– Эпĕ Сĕнтĕрвăрри хулине 1958-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче куçса килтĕм, кунти Перекет банкĕнче ĕçлеме тытăнтăм. 1959-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче çемьене илсе килтĕм. 1964-мĕш çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман ху-çалăхĕн кантурĕнче тĕп бухгалтер пулса хисеплĕ канăва тухичченех ĕçлерĕм. Арăмпа 4 хĕр пăхса ÿстерсе, аслă пĕлÿ илме пулăшрăмăр. Халĕ вĕсем пирĕн пата тăтăшах килсе тăраççĕ.

Н. Ермаков кăкăрĕ çинче II-мĕш степень Аслă Отечествăл-ла вăрçă орденĕ, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» тата ытти медальсем йăлтăртатаççĕ, вĕсем Николай Семенович вăрçăра пулнине палăртса тăраççĕ.

Н. ИВАНОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
21 июня 2008
00:00
Поделиться