«Стройка» операци тĕрĕслеве тухать
Çавăнпа техника эксплуатацийĕн йĕркине çирĕп тытса пырас тĕллевпе Чăваш Ен патшалăх техника инспекцийĕ хăйĕн ĕç планĕпе кăçалхи июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 2-мĕшĕччен республика территорийĕнче «Стройка» профилактика операцийĕ ирттерет. Палăртмалла, кунашкал мероприяти кăçал пуçласа йĕркеленет. Асăннă тапхăр хушшинче районти патшалăх техника надзор инспекторĕсем строительство объекчĕсене пĕрлехи рейдсемпе çитеççĕ. Çирĕплетнĕ йĕркепе регистрацилемен, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухман техникăна тупса палăртасси, çулçÿрев хăрушсăрлăхне, ĕç сыхлавне, тавралăха вараланине тата ытти пĕлтерĕшлĕ енсене тĕрĕслесе пахаласси тĕп задачăсен шутĕнче пулать.
Эрнелĕх операцие йĕркелесе ирттерме ĕç ушкăнне çирĕп-летнĕ ĕнтĕ. Районта ăна патшалăх техника надзор инспекторĕ Е. Еландаев ертсе пырать.
Трактористсен, ытти техника хуçисен çул çинче е ĕçлев вăхăтĕнче яланах асăрхануллă та тимлĕ пулмалла, анчах профилактика операцийĕ тапхăрĕн-че тĕрĕслев комиссийĕ вĕсенчен уйрăмах çирĕп ыйтĕ. Çакна çуллахи сезонра çул тăвас е çурт-йĕр хăпартас ĕçсене явăç-тарнă техникăна тытса пыракансен асра тытмалла.
И. ПАВЛОВА.