Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕнтĕрвăррисем – çармăссен «Акатуйĕнче»

Пирĕн районти чăваш халăх хорĕ Мари Республикинчи Чăваш-Утар ялĕнче хăнара пулчĕ. Ку ял çитес çул хăйĕн 165 çулхи юбилейне паллă тăвать. Чăваш халăх йăли-йĕркине вĕсем хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Щамал, Нишер, Туçи, Кĕчкей ялĕсенчен тухнă чăвашсем те пурăнаççĕ унта. Çавна май хăнăхнă йăлапа Чăваш-Утар ялĕнче те Акатуй уявне паллă тăваççĕ.

Халăх хорĕ Мари Республикинчи чăваш диаспорипе 11-мĕш çул ĕнтĕ тачă çыхăну тытать. Сĕнтĕрвăрри делегацине райадминистрацин граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру уйрăмĕн ертÿçи Н. Борисов ертсе пычĕ. Вăл Çармăсри ентешĕмĕрсене фотокартинăпа сехет парнелерĕ. Г. Раков ертсе пыракан халăх хорĕ чуна пырса тивекен чăваш юрри-ташшипе тыткăнларĕ. Ушкăн Г. Лебедевăн «Савнă çĕр, Чăваш çĕршывĕ», Н. Карлинăн «Тăван ял урамĕсем», Н. Михайловăн «Эх чух, çамрăк чух!» юррисене шăрантарчĕ. В. Алексеевăн «Çурла уйăх шуса тухрĕ!», В. Христофоровăн «Эх юррăм, янăра!» произведенийĕсемпе ташласа та кăтартрĕç.

Хора çÿрекен Г. Гусарован «Эп сана кĕтетĕп» сăввипе (кĕвви Г. Раковăн) хатĕрленĕ юрă та çармăссен Акатуйĕнче пĕрремĕш хут кун çути курчĕ. Л. Васильевапа Т. Семеноваран тăракан дуэт Д. Жуковăн «Кĕтнĕ юрату пур пĕрех килет» çĕнĕ юррине парнелерĕ.

Концерт хыççăн чăваш-утарсем хăнасене пулă яшкипе тата шарккупа хăналарĕç. Таврара чăваш тата мари юрри-ташши тахçанчен янăрарĕ...

Р. РАКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
21 июня 2008
00:00
Поделиться