Пурте пĕрле Çĕр-аннемĕр уявне!
Уявăн тĕп пайĕ Сĕнтĕрвăрри хулинчи стадионта иртĕ. Ирхи 9 сехетпе каçхи 16 сехетчен районта пурăнакансемпе хăнасем суту-илÿ речĕсенче хăйсене кирлĕ япаласем туянма пултарĕç, алăстисен ĕçĕсемпе паллашĕç.
Спортпа туслисем валли те тимлĕх уйăрнă уяв программине хатĕрлекенсем. Спортсменсем мини-футбол, волейбол, армспорт, дартс, шашкă-шахмат вăййисемпе киленĕç.
11 сехетре савăнăçлă уява – Акатуя уçĕç, производствăра малта пыракансене чыслĕç, унтан юрра-ташша юратакансем концерт курĕç.
Çамрăксемпе ачасем валли уйрăм площадкăсем 11 сехет те 30 минутра ĕçлеме тытăнĕç. Кунта вĕсем валли хаваслă мероприятисем хатĕрленĕ.
15 сехетре Коновалово тата Спиртзавод микрорайонĕсенче концертсем пуçланĕç. Уяв 20 сехетре пуçланакан дискотекăпа вĕçленĕ.
Васкăр Акатуя! Савнăр, кулăр, Çĕр-аннемĕр пĕрле хĕпĕртетĕр!
Е. ИВАНОВА.