Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕрпе «мăшăрланнă» паттăрсем

Çитес тунтикун Сĕнтĕрвăрри халăхĕ районăн Акатуйĕнче юрлĕ, ташлĕ, капла тăвайманни те савăнăçа артистсемпе (вĕсен пултарулăхĕпе киленсе), ĕç паттăрĕсемпе пурпĕрех пĕрле пайл, хавхаланĕ. Ик пĕлтерĕшлĕ ятран тымарланса пĕр сăмаха тĕвĕленнĕ уяв ячĕ чи малти вырăна çĕр ĕçченĕсене, хресченсене кăларма хистет. Çурхи ака «туйĕнче» шăпах вĕсем, çĕр-анне-мĕрпе «мăшăрланнăскерсем», чи хаклă çынсем пулмалла. Ĕмĕртен тухнă йăла çакă. Ыттисем, каçарăр та, çак «туя» пуçтарăннă, ăна илем кÿрекен хăнасем шутĕнче.

Кун пек шухăшпа, тен, килĕшес теменнисем те тупăнĕç. Çакна ялхуçалăхĕн вăйсăрлăхĕпе ăнлантарма та пăхĕç. Çавах та япăх е лайăх ĕçлетпĕр-и эпир çĕр çинче, уяв варринче хресченлĕх пулмалла. Çапла, хальлĕхе хресченĕн вăйĕ çителĕксĕртерех, анчах вăл акса хăваракан кашни гектар мĕн тери нушаллă килнине çĕр ĕçченĕнчен лайăхрах никам та пĕлеймĕ, чухлаймĕ.

Çĕрпе «мăшăрланнă» хресченĕн ачи вăл – тырпул. Хальлĕхе черчен-ха вăл, калча кăна. ¤на пăхса ÿстерсе пуçтарса иличчен тата пайтах тар тăкмалла, тăкакланмалла. «Ачийĕсен» уссине кĕрхи кунпа хаклăпăр. Паян сăмах вĕсене пăхса çитĕнтерекен «ашшĕ-амăшĕсем», çурхи акара палăрнă паттăрсем çинчен пырĕ. Пĕчĕк мар çак йыш. Вĕсен мĕнпур ячĕсене пĕр статьяра палăртма йывăр, анчах Акатуйĕнче вĕсем пурте янăрĕç, уяв сцени çинчен хресченсем парнесемсĕр, Хисеп хучĕсемсĕр каймĕç. Паттăрсен пысăк ушкăнĕ район администрацийĕн грамотисене тивĕçлĕ пулĕ. Тĕслĕхрен, «Восток» СХПК администрацийĕ кăна кăçал 17 çынна парнесемпе хавхалантарма палăртнă. 6–8 маттура хавхалантарас текен хуçалăхсем те пĕрре çеç мар. Пĕтĕмпе вара тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕсен шучĕ районта 50 çынна яхăн.

Çак шутра Раççей Федерацийĕн ялхуçалăх Министерствин Хисеп грамотине тивĕçекенни те пур. Вăл – ЧР Патшалăх ветслужбин «Сĕнтĕрвăрринчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци» ГУн Октябрьскинчи ветеринари пункчĕн заведующийĕ Владимир Евстигнеевич Тихонов. ¤ста, опытлă специалистпа, унăн кăтартуллă та пахалăхлă ĕçĕпе вулакансене эпир çитес кăларăмсенчен пĕринче тĕплĕнрех паллаштарма тăрăшăпăр.

Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин грамотисене А. Г. Николаев ячĕллĕ ОООн водителĕ Владимир Геронтьевич Моляров, çак хуçалăхăн склад заведующийĕ Нина Аверкиевна Сергеева, «Восток» СХПКн Турханкасси фермин доярки Галина Максимовна Петрова, «Сентреш» агрофирма» ОООн мăйракаллă шултра выльăх самăртакан операторĕ Тамара Юрьевна Алексеева илĕç. Асăннă çынсем пурте – ĕçре, коллективра чыс-сум çĕнсе илнĕскерсем, пуян ĕç стажĕпе палăрса тăраканскерсем, яваплă та шанчăклăскерсем. Шăпах çакăн пек патриотсем çинче тытăнса тăрать те паянхи агропромышленность комплексĕ.

Çак мĕнпур хисепе тивĕçлĕ сфера çинчен калас пулсан, уявра калчасен тĕрĕслевĕнче палăрнисем те айккинче юлмĕç. Ытти çулсемпе танлаштарсан вĕсен йышĕ кăçал хутшăнчĕ. Виçĕ тĕрлĕ номинаципе («коллективлă ялхуçалăх предприятийĕсем», «хресченпе фермер хуçалăхĕсем», «усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне ытларах кĕртнĕ хуçалăхсем») палăртнă тăхăр çĕнтерÿçĕпе призерсене те чыслĕç (вĕсен ячĕсене иртнĕ вырăсла кăларăмсенчен пĕринче асăннăччĕ).

Кĕскен палăртсан, çурхи ака туйĕ хресченлĕх тавра юрласса та, ташласса та, спорт енĕпе вăй ви-çессе, алă ăсталăхĕпе тата ытти енпе те тĕлĕнтерессе шанма сăлтав çук мар. Çак «туя» валли пирĕн районăн выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕ – «Рассвет» ОООн Нарат Чакки фермин доярки Н. Добронравова та пысăк «парне» хатĕрлерĕ темелле – республика ăмăртăвĕнчен призер пулса таврăнчĕ (кун пирки çак хаçат кăларăмĕнчех вуласа пĕлме пулать).

И. НИКИТИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
21 июня 2008
00:00
Поделиться