Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тыл ĕçченĕсем те Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă

Урхас Кушкă ял поселени территоринче вырнаçнă Мĕшĕл ялĕнче те ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ Аслă Отечествăлла вăрçă нушине хăйсем тÿ ссе ирттернĕ. Паллах, хаяр тăшмана хирĕç пыракан çапăçăва хутшăнман вĕсем, тылра çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Ара, вăл вăхăтра ялсенчи мĕнпур йывăр ĕç хĕрарăмсемпе çул çитмен ачасем çине тиеннĕ-çке, вăйпитти арçынсем вара пурте фронта тухса кайнă.

Саккăрмĕш теçеткене ярса пуснă Мĕшĕл ялĕнче пурăнакан Александра Ивановна Лыкина та тыл ĕçченĕ шутланать. Çĕнтерÿ уявĕ умĕн пирĕн корреспондент унпа тĕл пулса калаçнă, ветеранран çамрăк чухнехи пурнăç пирки ыйтса пĕлнĕ.

– Александра Ивановна, Эсир вăрçăпа ĕç ветеранĕ. Сирĕн ачалăх йывăр вăхăтра иртнĕ. Çакăн çинчен кăштах аса илсе каласа памăр-ши.

– Вăрçă пуçланнă чух эпĕ Урхас Кушкă шкулĕнче вĕренекен вунă çулхи хĕрача пулнă. Яла усал хыпар çитсен кунсерен икшер-виçшер çынна фронта илсе кайма пуçларĕç. Пирĕн çемьерен вара пичче вăрçа тухса кайрĕ. Ялти йывăр ĕçсем пĕтĕмпех хĕрарăмсем, ачасем тата ватăсем çине тиеннĕ. Йывăр пулнă пулсан та алă усса ларман вĕсем, пурте ĕçе кÿ леннĕ. Çураки вăхăтĕнче хĕвел тухичченех суха сухалама кайнă. Çĕрĕ нумай, вăй-питти çынсем çитмен. Хĕллехи каçсенче вара чăлхасемпе виçĕ пÿ рнеллĕ алсишсем çыхнă. Кайран вĕсене пуçтарса фронта яратчĕç.

– Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, тылра ырми-канми ĕçлекенсем те Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Анчах та çакăн пек çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлеме мĕн вăй парса тăнă-ха сире.

– Чи малтан шанчăклăх пулĕ. Эпир хытă шанса кĕтнĕ, ĕненнĕ вăрçă хăвăртрах пĕтессе. Фронта кайнисем каялла тăван яла тав-рăнасса шаннă. Вилнĕ хучĕсене илсен те, никамăн та ĕненес килмен вĕсен тăванĕ, çывăх çынни вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса пуçне хунине. Тăшмана çĕнтерме пурте чун-чĕререн ĕмĕтленнĕ.

–Александра Ивановна, аса илĕр-ха тата тискер вăрçă пĕтнĕ куççульпе тулнă савă-нăçлă куна.

– Вăл кун пирĕн, улттăмĕш класс ачисен, чăваш чĕлхипе экзамен пулнă. Шкулта учительсем хыпарланă ĕнтĕ пире çĕнтерÿ çинчен. Нихăçан та манса каймастăп çавăн чух диктантра «выльăх» сăмаха çемçелĕх паллисĕр çырнине. Çак йăнăш манăн пурнăçра пысăк улшăнусем тунă теме те пулать пулĕ. Шкул пĕтерсен Етĕрне хулинчи вăл вăхăтри выльăх тухтăрĕсен шкулне вĕренсе тухса 5 çул Пукаш ялĕнче ĕçлерĕм. Кайран Караньялпа Мĕшĕлте 35 çул хушши выльăх тухтăрĕ пулса вăй хутăм.

– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Эсир малтанхи «Звезда» ял хуçалăх предприятийĕнче хисеп кĕнекинче те пур.

– Пур. †çленĕ чух кашни Ака туйрах Хисеп грамотисемпе парнесем парса хаклатчĕç. Хисеплĕ канăва тухнă чух вара «†ç ветеранĕ» медаль парса чыс турĕç.

– Александра Ивановна, тавтапуç Сире çакăн пек интереслĕ калаçушăн. Ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр. Юлашкинчен, хальхи çитĕнекен ăрăва Эсир мĕн суннă пулăттăр.

–Мирлĕ пурнăç пултăр çĕр çинче. Эпир тÿ ссе ирттернĕ йывăрлăхсене никам та ан куртăр. «Вăрçă» сăмаха вара словарьсенчен кăларса пăрахсан тата лайăхрах пулĕччĕ.

И. ФЕДОРОВА



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 мая 2008
00:00
Поделиться