Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Салтак пурнăçне çăлма – вăрçа

1941–1945 çулсем... Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи алхаснă тапхăр. Шурă сухаллă асаттесемпе асаннесен çав хăрушă самантсене шăлĕсене çыртса, çепĕç чунĕсене хытарса тÿ ссе ирттерме тивнĕ. Юрать-çке этеме Турри чăтăмлăхне парнеленĕ, çавăнпа та тÿ снĕ, чăтнă, аптраман пирĕн ветерансем. Фашистла Германи çарĕсене çĕнтер-нĕренпе кăçал 63 çул çитет. Вăрçа хутшăннă ветерансен шучĕ вара çулран çул сахалланса пырать. Пирĕн районта та вĕсем 100 çын ытла çеç юлнă.

Нимĕнле вăрçă-тивĕç те хĕрарăм хутшăнăвĕсĕр иртмест. Тен, вĕсем пулман пулсан, пирĕн çĕршыв Аслă çĕнтерĕве кĕтсе те илеес çукчĕ. Çавна май, паян пирĕн тĕпелте Мĕшĕл ялĕнче пурăнакан иртнĕ вăрçă ветеранĕ 85 çулхи Клавдия Степановна Кузьмина.

Фашистсем пирĕн çине ирсĕрле тапăнса кĕнĕ çулах пур регионсенче те окопсем чавма тытăннă. Чăваш çĕрĕ те ыттисенчен юлман. Тин çеç 18 çул тултарнă пике çак ĕçе те, аэродром тунă çĕре те хутшăннă.

– Ас тăватăп-ха, ун чухне чăтма çук шартлама сивĕсем тăратчĕç – 35–40 градуса çитетчĕ. Эпир вара окопсене алăпах чаваттăмăр, шăнса кайнипе кÿ тсе çитеттĕмĕр, – куçĕсене шăлнă май каласа парать Клавди аппа.

1942 çулта хĕр хăй те вăрçă çарне тухса кайма шут тытнă. Кунта сержант званийĕпе санитарка пулса аманнă салтаксен пурнăçне çăлас, вĕсене сиплес тесе чунне парса, хăйне пĕр чĕптĕм шеллемесĕр тăрăшнă. Пирĕн шутпа, черчен пикесене вăрçă хирĕнче уйрăмах йывăр килнĕ.

– Хĕрсем йывăрлăхсене тÿ ссе ирттереймесĕр çие хăварса килĕсене пысăк хырăмсемпе таврăнатчĕç. Пирĕн командир мана та хăй патне темиçе хутчен чĕнтернĕччĕ, анчах эпĕ вăрçа кайма шут тытнă чухнех темле пулсан та парăнмастăп тесе хама хам сăмах панăччĕ. Юлашкинчен çак çын мана тивĕç пулнă наградăсене те памарĕ. Вăрçа аманнисене пăхма кайнă эпĕ, начальниксемпе пурăнма мар, – аса илет çав самантсене кинеми.

Аслă Çĕнтерÿ умĕн Клавдия Степановна Германи çывăхĕнчи Чержск хулине çитнĕ. Икĕ хутлă çуртра чарăннă вĕсем, пĕтĕм аманнă салтаксене çавăнта илсе кĕнĕ. Унччен те пулмасть, фашистсем пур енчен те пеме, сывлăшран бомбăсем пăрахма тытăннă. Аран-аран илсе тухса пĕтернĕ аманнисене унтан. Çĕнĕрен суранланса салтаксем чĕрене çурса ярасла, «Сестра! Сестра! Пулăшăр!» – тесе кăшкăрнă.

Вăрçă вĕçленсен хĕр тăван ялне таврăнса фельдшер пунктĕнче вăй хума тытăннă. Çынна ыр тума хăнăхнăскер хăйĕн ĕçне мирлĕ саманара та пăрахман, хăй вăхăтĕнче вăл хирург та, акушер та, ахаль сиплевçĕ те пулнă. Ара, ун чухне пепкесене те фельдшер пунктĕнчех кун çути парнеленĕ-çке.

–Тепĕр чухне куçа хупатăп та – каллех çапăçу хирĕнче. Асăма аманнă, юн юхтарса выртакан салтаксем килеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ĕнтĕ тах-çанах çут тĕнчерен уйрăлнă, анчах вĕсем маншăн паянхи кун та чĕрĕ те çамрăк, халĕ те пулăшу ыйтаççĕ тейĕн. Турă мана пиллесе пынипех çак çула çитиччен пурăнтăм пуль. Никама та (хăв кăмăлламан çын пулсан та) усал сунма, калама юрамасть. Эсĕ усал сунсан вăл санах каялла пырса тивет. Хăвна ылхансан та каялла ырăпа тавăрма вĕренмелле. «¤на Турă курать, эпĕ каçаратăп, Турри те каçартăр», – теме пĕлмелле, – тет вăрçăра, ĕçре пиçĕхнĕ кинеми.

Пирĕн те, çамрăк ăрун, çакна тĕпе хурса пурăнасчĕ. Эсир вара, Клавдия Степановна, тата нумай çул пурăнăр!

Е. ТИХОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 мая 2008
00:00
Поделиться