Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пăхакан пулсан пурăнас кун-çул вăрăмланать

Пурăнса ирттернĕ 85 çул, çак шутра çемьене халалланă 60 çул, хыçра ĕнтĕ. Тăван çĕршывăн Аслă Отечествăлла вăрçи витĕр тухни те тахçанах хыçа юлнă. Çапла, пулни-иртни яланах хыçа юлать, анчах пур чухне те манăçмасть. Çĕнĕ Куснар ялĕнче пурăнакан Василий Алексеевич Барановшăн та çаплах. Çак ĕçпе вăрçă ветеранĕ паян килĕнче вырăнпах выртать пулин те иртнĕ пурнăçăн тапхăрĕсене пит виçеллĕн аса илсе каласа кăтартрĕ темелле. Тепĕр тесен, тÿ ссе ирттернине, кунсерен ĕçпе паттăрлăх кăтартнине епле манăн.

Вăрах хушă пуплеме тата вырăн çинчен тăрса сăн ÿкерттерме хăйне йывăр килчĕ пулин те Василий Алексеевич çакна нихăш енчен те палăртмарĕ, нăйкăшмарĕ. «Чунĕ çирĕп», – вĕлтлетсе иртрĕ пуçра. Тата, паллах, Лидия Димитриевна мăшăрĕпе иккĕшĕшĕн кĕçĕн Сергей ывăлĕпе Валя кинĕ – кунсеренхи хÿ тлĕхĕ, кулленхи пăхаканĕсем, кун çутипе ăшăтакансем. Кÿ рентерер мар, ватлăхра пулăшусăр хăварман ачи-пăчи Барановсем йышсăр мар, пилĕк ывăлпа пĕр хĕр. Ывăлĕсем, хуласенче ĕçлесе пурăнаççĕ пулин те, пурте тăван ялĕнчи çĕнĕ урамра хăтлă çуртсем çĕкленĕ. Апла пулсан, Çĕнĕ Куснарти Барановсен «тымарĕ» çирĕп-ха, пĕр еннелле çеç тăсăлмасть. Хуларан яла туртăнни атте-аннене, тăвана, несĕле, тăван тавралăха хисепленине палăртать.

Çапла хăнăхтарса ÿ стернĕ ачисене Василий Алексеевичпа Лидия Димитриевна, вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулма ăнтăлнă. «Мăшăрланса 60 çул пĕрле пурăннă хушăра пĕр-пĕрне сăмахпа «тĕксе» илни пулнă пулĕ, анчах нихăçан та алă çĕклемен», – çирĕплетет кил хуçи. Çемье пурнăçĕн юбилейĕ вара Барановсемшĕн кăçалхи кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне килнĕ. Нушаллă, асаплă 1948-мĕш çулхи кăрлачăн çак числинче çемье çавăрнă вĕсем, пĕрле выляса ÿ снĕ, пĕрлех шкула чупнă çамрăксем. Терт-асап тенĕрен, унпа вĕсем мĕн ачаранах тăванланнă темелле. Акă, Василий Алексеевичăн 4 класс кăна пĕтерме тÿ р килнĕ. Сăлтавĕ кунта йывăр пурнăçпа пĕрлех чирпе çыхăннă. Ытла та вăрах хушă тытнă вăл çамрăка хăйĕн ункинче. Кăшт вăй илсен каччă лаша пăхакан ашшĕне пулăшма çÿ ренĕ, каярах ăна улăштарнă. Вăл вăхăтра ĕççи лашасăр иртме пултарайман, ут кĕтĕвĕ сахалран та 80-90 пуçран тăнă. Лаша тата ĕç алли шучĕпе çĕкленнĕ хуçалăхсем – вăл тапхăрти колхозсем.

«Лашапа суха тунă, алă вĕççĕн тыррине акнă, çурлапа вырса илнĕ, авăнне те алăпах çапнă, трактор тенине курман ун чухне, – аса илет ветеран .– Юрать, пирĕн çемье колхоза малтисен шутĕнче кĕнĕ. Ара, «заготовка» шучĕпе тата çăмартине, ашне, çуне памалла пулнă-çке, кашни кил хуçалăхран 100-шер çăмарта, 40-шер кг аш, «секторсен», урăхла каласан, колхоза кĕменнисен 2 хут ытларах – 80 кг тата ытти те. Курмаллине курнă ĕнтĕ, тÿ смеллине те тÿ снĕ. Хам та, мăшăр та...»

Чăн сăмахăн суйи çук тенешкел Василий Алексеевич Октябрьски таврашĕнчи «Хурăнлă çула» тума пулăшнине те, нарядпа Йĕпреçе вăрман касма çÿ ренине те аса илчĕ. Тата тăван çĕршыв историйĕнче суранлă йĕр хăварнă вăрçă çулĕсенчен иртме пултараймарĕ. 1942-мĕш çулта вунтăххăрта кăна пулнă-ха Ваççа. Çак яшлăхра ăсанать те вăл вăрçа.

Тĕпрен илсен, Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Приморье тăрăхĕнче иртеççĕ уншăн çак вут-çулăмлă çулсем.

Вăрçă ветеранĕ тесен, пирĕн ума тÿ рех салтак сăнарĕ тухать. Танкист, снайпер, летчик, пехотинец е урăх йышши çар чаçĕнче тăракан, анчах пирĕншĕн вăл фашистсемпе çапăçакан пулмалла, ыттисене, темшĕн-çке, шута хурасшăн мар. Çав хушăрах вăрçă вăл –хăйне евĕрлĕ пурнăç, кулленхи хăнăхнă пурнăçри пекех вăл ытти професси çыннисене те ыйтать. Василий Алексеевича вăрçăра алла хĕçпăшал тытса çапăçма тÿ р килмен. Çакна нихăçан та, никамран та пытарман, пытармасть те. Вăл унта 35-мĕш дивизин 183-мĕш стрелковăй полкăн 2-мĕш уйрăм батальонĕ шутĕнче салтак-пекарь пулнă. Çапла, çăкăр пĕçерекенсемсĕр те май килмен фронтра. Вăрçă вăхăтĕнче мĕнлерех условисенче салтаксем валли çăкăр пĕçерме тивни çинчен калаçма кирлех те мар пулĕ, кăна пурте чухламалла. Икĕ пекарĕн мĕнпур ĕçе йăлтах алă вĕççĕн пурнăçлама лекнĕ, кунне сахалран та икшер хут кăмака хутма тивнĕ т. ыт. те.

Вăрçăра кăна вĕренмен чăваш çамрăкĕ çăкăр пĕçерес ăсталăха. Ку енĕпе килĕнче те пайтах тăрмашма лекнĕ унăн. Ашшĕ хытах чирлесе ÿ ксен амăшĕ упăшкин ĕç вырăнне тăнă. Ваççан, çемьере асли (ун хыççăн 3 йăмăк) пулнăран, кил-тĕрĕшри çĕр тĕрлĕ ĕçе пурнăç-ланипе пĕрлех çăкăрне те пĕçерме тивнĕ.

Фашистсене парăнтарсан Японипе пуçланнă вăрçăра та уйри пекарньăра совет салтакĕсемшĕн çăкăр пĕçернĕ Василий Алексеевич. Хăйĕншĕн вăраха тăсăлнă вăрçă çулĕсенче пекарньăпа Инçет Хĕвелтухăçĕ тавра çаврăннă вăл, юлашки çул ăна Амур çинчи Комсомольска илсе çитернĕ. Ун хыççăн 1947 çулта кăна тăван яла таврăнма май панă. Çулталăкран вара вăл çемье çавăрнă.

Палăртмалла, юратнă мă-шăрĕ те юнлă вăрçа пула самай çухату тÿ снĕ. Лидия Димитриевна Павлован тăватă пиччĕшĕпе шăллĕ çапăçу хирĕнчен таврăнайман.

Шел пулин те, Лидия Димитриевна та паян кăшт чирлĕрех. Çакна курсан çумра хăйсене пăхакан ачисем пурри мĕн тери паха пулнине тепĕр хут пуç йĕри-тавра шутласа илетĕн те хĕпĕртетĕн ватăсемшĕн. Типтерлĕ, лайăх пăхакан ача-пăча вĕсен пурăнас кун-çулне вăрăмлатма пулăшать-çке.

И. НИКИТИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 мая 2008
00:00
Поделиться