Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ыран – Çĕнтерÿ кунĕ

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче чăннипех те пысăк уяв – Çĕнтерÿ кунĕ. Пирĕн çĕршыва сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ ирсĕр фашистсене çапса аркатнăранпа шăпах 63 çул çитет кăçал. Çак Аслă Çĕнтерÿ пулнăрапа вăхăт самаях иртрĕ пулин те, пурпĕр вăрçă ахрăмĕ пĕлтерĕшĕпе унчченхи пекех çивĕч тăрать, вăл пирĕн халăх асăнчен нихăçан та тухас çук.

Тепĕр тесен, ку вăл урăхла пулма та пултараймасть. Ара, кашни çемьене, кашни яла, кашни хулана пырса çапнă-çке çак хăрушă терт-асап инкекĕ. Пирĕн пысăках мар районтан кăна хаяр вăрçа 10 пин ытла çын тухса кайнă, вĕсенчен 7 пин те 722-шĕ каялла Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çине тав-рăнайман, хаяр çапăçу хирĕсенче тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçса ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă. 1961 çын вара хыпарсăр çухалнă. Миçе пин ача ашшĕсĕр, çамрăк арăмĕсем – савнă мăшăрĕсемсĕр, амăшĕсем–ывăлĕсемсĕр тăлăха тăрса юлнă. Пĕр çемьеренех харăсах икĕ-виçĕ ывăлне вăрçăна ăсатса ярса кайран унтан каялла кĕтсе илейменнисем тата миçен пулнă. Эй, мăнтарăн амăшĕсем, мĕнлерех чăтса ирттерме пултарнă-ши вĕсем çак калама çук йывăр çухатăва...

Çулсем иртнĕçемĕн Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннисен речĕ те самях чакса пырать. Мĕн тăвăн, вăхăт хăйĕннех тăвать, çын ĕмĕрĕ те вĕçĕмсĕр мар-çке. Тата терт-асапне çителĕклех тÿ ссе ирттернисен сывлăхĕ те çирĕп мар ĕнтĕ, вăрçă суранĕсем хăйсем çинчен аса илтерсех тăраççĕ. Районти хăшпĕр ялсенче пĕрер ветеран та юлмарĕ. Пĕтĕмпе вара Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче паянхи кун 111 фронотовик пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ аран-аран тенĕ пек çÿ реççĕ, хăшĕсем вырăнпах выртаççĕ.

Темле пулсан та, кашни çулах Аслă Çĕнтерÿ кунне пур çĕрте те тивĕçлипе уявлама тăрăшаççĕ. Кăçал та çак куççÿ ллĕ савăнăçлă уява кирлĕ пек йĕркелесе ирттерме палăртнă районта. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче чылай çĕрте асăну митингĕсем иртмелле, вăрçă участникĕсемпе тăлăха юлнă салтак арăмĕсене, çавăн пекех тылра çĕрне-кунне пăхмасăр ырми-канми вăй хунисене уяв кĕрекине пуçтарса саламласа чысласси çирĕп йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕсене хаваслă концертсемпе савăнтарасси, парнесем парса хавхалантарасси те пулĕ. Сăмах май каласан, иртнĕ юнкун Чăваш телевиденийĕ пирĕн районта ятарласа ÿ кернĕ «Аса ил-ха, салтак» передачăна кăтартрĕ. Унта чылай ветерансем хăйсем вăрçă çулĕпе мĕнлерех «утса тухнипе» паллаштарчĕç. Вĕсен хушшинче, В. Савельев, Я. Заплаткин, В. Плотников, М. Гаврилов тата ыттисем те.

Парнесем тенĕрен... Кăçал районта пурăнакан 5 вăрçă ветеранне çăмăл автомомобиль парса хавхалантарчĕç. Унчченхи пек «Ока» мар, 21074 маркăллă «Жигули». Халĕ больницăна сипленме, вăл е ку ĕçпе унта-кунта çитсе килес тесен ветерансене ансатрах ĕнтĕ. Хăйсем руль умне лараймасан та ачисем, мăнукĕсем çитес тенĕ çĕре хăвăртах илсе çитерĕç. Çăмăл автомобиле тивĕçнисем шутĕнче, Сĕнтĕр-вăрри хулинче пурăнакан Яков Васильевич Заплаткин, Валентин Яковлевич Яковлев, Нерядово ялĕнчи Тютин Василий Гаврилович, Сĕнтĕрпуçĕнчи Илья Федорович Федоров тата Çĕнъял Упакасси ялĕнчи Клавдия Михайловна Михайлова.

Çавăн пекех вăрçă участникĕсене Чăваш Республикин Президенчĕ ячĕпе те сумлă парнесем парса чыс тăвĕç.

Пенси фончĕ те ветерансене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе 350-шар тенкĕ парса хавхалантарма палăртнă. Çавăн пекех тĕрлĕ шайри депутатсем, ĕç коллективĕсем уяв парнисем хатĕрлеççĕ. Эпир те, район хаçатне вулакан пин-пин çын ячĕпе хамăрăн сумлă та хисеплĕ ветерансене, Аслă Отечествăлла вăрçăра Тăван çĕршыва ирсĕр фашистсенчен паттăррăн çа-пăçса хÿ тĕленисене, пирĕн çутă пуласлăхшăн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр кĕрешнисене пĕтĕм чун-чĕререн Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, вĕсене канлĕ ватлăх та вăрăм кун-çул сунатпăр, вĕсем умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.

С. КУЛИГИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 мая 2008
00:00
Поделиться