Н. СЕМЕНОВ: «Пирĕн центр ĕçсĕррисене пулăшма хатĕр»
– Николай Георгиевич, чи малтанах Сирĕн служба ĕçченĕсене районта тухса тăракан «Пирĕн сăмах» ха-çатăн пин-пин вулаканĕ ячĕпе «çуралнă кунпа» ăшшăн саламлас, малашнехи ĕçре ăнăçу та телей сунас килет. 17 çул вăл – яш ĕмĕрĕ, çамрăклăхăн чи хĕрÿ тапхăрĕ. Сирĕн коллектив та хăйне яланах çакăн пек хĕрÿллĕ тыттăр.
– Тавах Сире ăшă саламшăн. Учреждени çеç мар, унта ĕçлекенсем те вунçиччĕри пек вăрт-варт та пултаруллă çамрăксем пирĕн. Акă, Любовь Анатольевна Шиверова тĕп инспектора илер. Вăл пирĕн коллективра виçĕ çула яхăн ĕçлет, питĕ тăрăшуллă та пултаруллăскер. Ольга Георгиевна Внучковапа Ольга Ивановна Михайлова аслă инспекторсем те, хăйсем çамрăк пулнине пăхмасăр, умри яваплăха туйса пурнăçлаççĕ шанса панă ĕçе. Елена Николаевна Курышева тĕп бухгалтер вара пирĕн патра ултă çула яхăн ĕçлет, хăйĕн ĕçне пĕлсе те тĕплĕн туса пырать. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн пысăках мар туслă коллектив хăйĕн умĕнчи тĕп задачăсене йĕркеллĕ те тĕплĕ пурнăçлама тăрăшать.
– Эппин, вулакансемшĕн кăшт уçăмлăрах пултăр тесен, хăвăрăн тĕп тĕллевсем çинчен кăштах каласа парăр-ха.
–Тархасшăн. Паллах, пирĕн тĕп тĕллев вăл – хамăр пата килекенсене тарават кĕтсе илесси, йăлтах тĕплĕн лайăх ăнлантарса парасси, учета тăма пу-лăшасси. Тепĕр майлă каласан, ĕçсĕррисемпе ĕç шыраканĕсен хуçăлнă кăмăлĕсене мĕнле те пулин çĕклеме тăрăшасси, вĕсене яланлăха е вăхăтлăха ĕç тупса парасси. Акă, паянхи кун тĕлне пирĕн патра çакăн пеккисене 183 çынна шута илнĕ. Ĕлĕкрех вара çак кăтарту самаях пысăкрахчĕ. Тĕслĕхрен, 1995-1996-мĕш çулсенче 700 çынна яхăн та пулнăччĕ. Юлашки çулсенче ĕç шыракансен йышĕ самаях чакса пыни савăн-тарать пире.
Паллах, ĕç рынокĕнче ырă улшăнусем пуласси вăл чи малтанах вырăнти экономикăри лару-тăрупа та тÿрремĕнех çыхăннă.
– Çапах та, камсем-ха вĕсем, ĕçсĕр шутланакансем. Вĕсем хушшинче хĕрарăмсем е арçынсем, çамрăксем е вăйпитти çулланнă çынсем ытларах.
– Паянхи кун кăтартăвĕсене илес пулсан пирĕн центрта учетра тăракансен пысăк пайĕ е 75: – хĕрарăмсем. Аслă пĕлÿллĕ специалистем те сахал мар, вĕсен хушшинче паян ун пеккисем 35 çын учетра тăраççĕ. Çавăн пекех ача амăшĕ пулма хатĕрленекен 20 хĕрарăм ĕç шырать. Юлашки вăхăтра ĕçсĕр инвалид чылай, пирĕн районта ун пеккисем 25 çын.
– Хăвăр пата ик алла пĕр ĕç тупма пулăшу ыйтма пынă çынсен кăмăлне мĕнлерех майпа тивĕçтерме пултаратăр.
– Ку тĕлĕшпе пирĕн мелĕсемпе майĕсем те сахал мар темелле. Акă, пĕлтĕр кăна çулталăк хушшинче 785 çынна ĕçе вырнаçтарма пултартăмăр. Хăшĕсене тата вăхăтлăх обществăлла ĕçсене те явăçтарма тăрăшатпăр. Ку тĕлĕшпе иртнĕ çулта 61 килĕшÿ тунăччĕ, 250 çынна ĕçе вырнаçтарнă. 14-ран пуçласа 18 çула çитмен ачасене укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пулăшасси енĕпе те тимлетпĕр. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вĕсен пушă вăхăт нумай-çке, мĕншĕн-ха ăна усăллă ирттермелле мар. Пĕлтĕр çак тĕллевпе 502 ачана ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсенчен 392-шĕ – ял ачисем, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен 164 ача. Кунта çакна та уйрăм палăртмалла, ачасем алла укçа ĕçлесе илни çеç мар, мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿсни те питĕ паха. Районти «Маяк» тулли мар яваплă общество, Октябрьски райповĕ, вăрман хуçалăхĕ, çăкăр комбиначĕ тата ытти предприятисемпе организацисем, учрежденисем çамрăксене ĕçе явăçтарас тĕлĕшпе тимлесе ĕçлеççĕ.
– Эсир вăхăтран вăхăта ĕç вакансисен ярмарккисене йĕркелесе ирттеретĕр. Çакăн та усси пур пулĕ-ха.
– Çапла, пур. Кун пек мероприятисене эпир тăтăшах ирттеретпĕр. Çакă вăл пирĕн тăрăхра йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех ĕçсĕр граждансене тĕрлĕ професси илес енĕпе вĕренме ярассине те йĕркелетпĕр. Тĕслĕхрен, çак специальноçсемпе вĕренме янă, ПЭВМ операторĕ, станочник, контролер-кассир, электрогазосварщик, котельнăй операторĕ, секретарь-референт, персоналпа ĕçлекен менеджер тата ыт. те.
Çамрăксене вăл е ку профессие тĕрĕс суйласа илме вĕрентес тĕлĕшпе те сахал мар мероприятисем йĕркелесе ирттеретпĕр. Тĕслĕхрен, районти 9–11-мĕш класра вĕренекенсем валли Сĕн-тĕрвăрринчи професси училищисенче «Уçă алăксен кунне» ирттеретпĕр. Турханкасси, Шуршăл, Çичĕпÿрт, Шĕнерпуç, Чăнкасси, Урхас Кушкă, хулари, Шуршăлти шкулсенче 7–11-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулса пулас професси пирки калаçусем, тĕрлĕрен занятисем ирттернĕ.
Пĕр сăмахпа каласан, эпир тĕрлĕ çулсенчи граждансемпе ĕçлетпĕр, çав шутра çамрăксемпе те, çулланнă çынсемпе те. Пурне те май пур таран пу-лăшма тăрăшатпăр. Пирĕн центр ĕç ыйтăвĕпе çыхăннă, ку тĕлĕшпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ граждансене хăйĕн хÿттине илме яланах хатĕр. Çак пархатарлă ĕçе вăл 17 çул хушши туса пырать те.
– Мĕнех, Николай Георгиевич, тавах Сире уçă калаçушăн. Эпир вара малашне те сирĕн центр ĕçĕ пирки вулакансене паллаштарсах тăрăпăр.
С. КУЛИГИНА.