Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

В. Тимофеев депутат патне – пулăшу ыйтма

Иртнĕ ытларикун район администрацийĕн пухусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, экономика политикин тата агропромышленность комплексĕпе экологи Комитечĕн председателĕ, «Единая Россия» фракцин членĕ Владимир Владимирович ТИМОФЕЕВ граждансене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăнассине йĕркелерĕ.

Сумлă депутатпа куçа-куçăн курса калаçма, харпăрхăйне кăсăклантараканни çинчен мĕн те пулин çĕннине пĕлме, конкретлă пулăшу ыйтма йышăнăва пуçличчен чылай малтан халăх йышлă пуçтарăннă, самаях пысăк черет йĕркеленнĕ. Ара, час-часах тĕл пулаймасть-çке депутат хăйĕн суйлавçисемпе, апла тума унăн вăхăчĕ те çук. Мĕншĕн тесен В. Тимофеева пĕр Сĕнтĕрвăрри район çыннисем çеç мар, кÿршĕллĕ Куславкка, Вăрмар район халăхĕ те Республика шайĕнчи депутат мандатне шанса панă. Кунсăр пуçне тата вăл Чăваш парламенчĕн чи сумлă Комитечĕсенчен пĕрне ертсе пырать. Хăй питĕ ерçменнине пăхмасăр, Владимир Владимирович пирĕн район çыннисемпе ирттерекен тĕлпулăва кая юлмасăр çитрĕ, çав кун мĕнпурĕ 27 çынна йышăнчĕ, икĕ сехетлĕхе ирттерме палăртнă тĕлпулу самай вăраха тăсăлчĕ. Эппин, ун çинчен кăштах хамăрăн вулакансене каласа парар-ха. Тепĕр тесен, «Пирĕн сăмах» район хаçатне вулакансем хушшинче те иртнĕ суйлавра В. Тимофеевшăн сасăланисем сахал мар-çке. Ан тив, пĕлччĕр вĕсем те «халăх тарçи» Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче пурăнакансемшĕн мĕнлерех тăрăшнине.

Чи малтанах йышăнăва Кукашни ял поселени пуçлăхĕ кĕчĕ. Нумай ыйту кăсăклантарать Елена Алексеевна Румянцевана. Вĕсенчен паянхи кун чи çивĕч тăраканни – Кукашни тăрăхĕнче пурăнакан халăха таса шывпа тивĕçтересси. Ку тĕлĕшпе проект туса хатĕрлесе çак ĕçе пурнăçа кĕртме кăна 2 млн. та 800 тенкĕ укçа кирлĕ. Паллах, ял поселенин кун пек пысăк укçа çук. Çавна май вырăнти пуçлăх çак ыйтăва район тата республика шайĕнче татса пама пулăшма ыйтрĕ. В. Тимофеев вара ăна кирлĕ документсене хăвăртрах хатĕрлеме хушрĕ, май пур таран пулăшма шантарчĕ.

Халĕ республика шайĕнчех, Чăваш ен Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, ялсенчи клубсене модернизацилес ĕç пырать. Кукашни ялĕнче вара йĕркеллĕ культура вучахĕ те çук. Çак ыйту та хытă хумхантарать Елена Алексеевнăна. Ун пирки те вăл депутатпа канашларĕ, унран усăллă сĕнÿсем илчĕ.

Сĕнтĕрпуç ял поселени пуç-лăхне Манефа Александровна Михайлована та вырăнти клубсене модернизацилес ĕç кăсăклантарать. «Сĕнтĕрпуçĕнчи Культура керменне çутçанталăк газне кĕртнишĕн питĕ савăнтăмăр-ха, анчах çак çурта тĕпрен юсамалла. Çивиттине витмелле, йĕпе-сапа, çумăрлă çанталăкра шыв анать. Çакна тума вара пирĕн укçа-тенкĕ çук. Пысăкрах ĕçĕсене пурнăçласан, ыттине «нимелле» те тума пултаратпăр-ха эпир», – терĕ Манефа Александровна депутат куçĕнчен ыйтуллăн пăхса.

Владимир Владимирович ака уйăхĕ вĕçлениччен сĕнтĕрпуçсене хăй шутĕнчен 25 пин тенкĕ укçа пама шантарчĕ, анчах та ыттисен те май пур таран пулăшмаллине аса илтерчĕ.

Шĕнерпуç ял поселени пуç-лăхне Владимир Витальевич Кириллова та ял çыннисен нушиех хистенĕ депутатпа тĕл пулма. Çĕр ыйтăвĕ пирки калаçрĕ вăл. Çав вăхăтрах харпăрхăй хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх тытакансем ытлашши продукцие, тĕслĕхрен, сĕте, йÿнĕ хакпа кăна сутма пултарни пăшăрхантарать ăна. «Пĕр литр сĕте халăхран вырăнти райпо тата Октябрьскинчи сĕт-çу завочĕ 4 тенкĕпе кăна йышăнать халĕ. Çакă питĕ йÿнĕ. Ытти районсенче апла мар», – тет вăл. Депутат вара ăна ку вăл пасар хутшăнăвĕ, хăй унта нимĕнле витĕм те кÿме пултарайманни пирки каларĕ, çав вăхăтрах Республикăн ял хуçалăх Министрĕпе калаçса пăхма шантарчĕ.

Хуракасси вăтам шкул директорĕн Валентина Ивановна Белован та депутатран ыйтса пĕлмелли ыйтусем нумай пулчĕç.

– Шкулти информатика кабинечĕ валли лицензи илес тесен компьютерсем вырнаçтарма ятарлă сĕтел-пукан кирлĕ. Вĕсене туянма кăна 23 пин тенке ларать. Унсăр пуçне шкул çуртне, унăн тăррине çĕнĕрен витме сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Информатика класне йĕркелесе çитермесен пире лицензи памаççĕ... Çак ыйтусене пĕрле татса пама май килмест-ши. – терĕ Валентина Ивановна.

Укçа-тенкĕ çитменни пурне те хытă «ура хурать» çав. Ырă пурнăçран мар ĕнтĕ тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем пулăшу ыйтма Патшалăх Канашĕн депутачĕ патне пыраççĕ. Анчах вăл та «укçа çапакан станок» мар. «Тепĕр чух усăллă сĕнÿсемпе канашсем пани те темрен паха, çÿллĕ шайри депутат шухăшне пĕлни те чармасть», – теççĕ пулĕ ĕнтĕ вĕсем.

Сĕнтĕрпуç шкул директорĕ Татьяна Викторовна Александрова хăйсен шкулне çут-çанталăк газĕ кĕртсе панă ООО «Маяк» ĕçченĕсене тав тума килнĕ. «Район пуçлăхĕ çине тăман пулсан пирĕн шкула ку таранччен хупатчĕç. Миçе çул хушши ачасемпе учительсем сивĕ классенче шăнса ларчĕç. Ун чухне никама та явап тыттармарĕç. Халĕ пирĕн шкул тавра çак ыйтупа шăв-шав çĕклени педколлектива та, ачасен ашшĕ-амăшĕсене те хытă хумхантарать», – терĕ вăл пăлханса.

Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакансем, Лидия Никитина Ильина, Владимир Геннадьевич Яковлев, Светлана Даниловна Плаксина, Ольга Борисовна Осипова, Галина Егоровна Ястребова депутат патне хваттер ыйтăвĕпе пынă. Вĕсене те Владимир Тимофеев тимлĕ итленĕ хыççăн тулли хуравсем пачĕ.

Шĕнерпуçĕнчи пилĕк ача амăшне Любовь Германовна Римована хăйне нумай ачаллă амăшĕсене тивĕçекен медале паманни пăшăрхантарать. Хĕрарăм кирлĕ документсене те вăхăтрах пуçтарса панă пулнă, анчах пурпĕр медале илеймен. Каярахпа çак наградăсене парассине вуçех пăрахăçланă...

Кĕчкей ялĕнче пурăнакан Олимпиада Васильевна Алексеева педагог, Сĕнтĕр-вăрринчи Николай Иванович Логинов пенсионер, Нарат Чаккинчи Альбина Васильевна Журавлевапа Нина Александровна Михайлова пенсионерсем те харпăрхăй ый-тăвĕсемпе пынă депутат патне йышăнăва.

Районти ача-пăча библиотекин заведующийĕ Марина Германовна Дугаева, хулари «Аленушка» ача сачĕн заведующийĕ Лилия Николаевна Морозовская, Пĕчченхыр клуб заведующийĕ Алевтина Ивановна Васильева, Урхас Кушкăри клуб заведующийĕ Луиза Ивановна Никифорова тата ыттисем те хăйсем ĕçлекен библиотека, клуб çурчĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирт-тернĕ çĕрте укçа-тенкĕпе пу-лăшма ыйтрĕç депутатран.

Районти паллă спортсмен, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Çатракасси шкулĕнче физкультура урокĕсене ирттерекен Виталий Иванович Маклашкин вара районти спорт ĕçне аталантарнă çĕре укçа-тенкĕпе пулăшма ыйтрĕ.

Кĕçен ¤стакассинчи Нина Николаевна Петровапа Альбина Алексеевна Захарована автобус ыйтăвĕ кăсăклантарать. Вĕсем Сĕнтĕрвăрри хулинчен хăйсен ялне автобус маршрутне уçма ыйтаççĕ. Хулари Народная урамра пурăнакансен ячĕпе Нина Васильевна Мочалова вара харпăрхăй кил-çуртне газ кĕртес ĕçе хăвăртлатас пирки пулăшу ыйтать.

С. КУЛИГИНА.


"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 апреля 2008
00:00
Поделиться