Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Модернизаци йĕрĕпе

2007 çулхи чÿк уйăхĕнче Н. Федоров Президент "Чăваш Республикинчи ялти культура çурчĕсене аталантарассин мелĕсем çинчен" текен Указа алă пуснă. Ку вăл клубсене модернизацилессине пĕлтерет. Çавна май пирĕн районта пурĕ 14 культура çурчĕ çак проекта кĕнĕ.

2008 çулăн 4-мĕш кварталĕнче Сĕнтĕрпуçĕнчи модернизациленĕ клуба хута яраççĕ. Ытти хутлăхсенче те ку ĕçе тытăннă ĕнтĕ. Çутçанталăк газне кĕртесси те, тивĕçлĕ юсав тăвасси те, çитменлĕхсемпе кăлтăксене сирсе ярасси те кал-кал пырать, унсăр пуçне ял халăхĕ илемлĕ те хăтлă çуртсенче канма пултартăр тесе тăрăшаççĕ культура ĕçченĕсем.

Е. ИВАНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
05 апреля 2008
00:00
Поделиться