Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шывсăр пурнăç çук

Н. Федоров Президент Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырура, «Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшса эпир ĕçмелли шыв проблемине тĕп приоритетсен шутне кĕртрĕмĕр, çавна май ку енĕпе питĕ пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Водохранилищĕсемпе шыв пăрăхĕсем хатĕрлессине йĕркелесе 2008-2010 ç.ç. районсем (Шăмăршă, Йĕпреç, Патăрьел, Елчĕк, Вăрнар, Пăрачкав, Комсомольски т. ыт. те) пахалăх енчен тивĕçтерекен ĕçме юрăхлă шывлă пулĕç», – тесе палăртнă.

Пирĕн тăрăхра мĕнле пурнăçланать-ха çак программа. «2005-2008 ç.ç. Сĕнтĕрвăрри район халăхне пахалăхлă ĕçме юрăхлă шывпа тивĕçтересси» – çапла ят панă ку направление районта. Çавна май çак çулсенче канализаци коллекторĕсене улăштарнă, Шуршăл тата Анаткас ялĕсене пĕтĕмĕшпех шывпа тивĕçтернĕ.

2007 çулта шыв ыйтăвĕсене татса парас ĕçе республика бюджетĕнчен 27 млн. тенкĕ ытла уйăрнă, хамăр районтан вара – 154 пин тенкĕ ытларах.

Кăçал Сĕнтĕрвăрри хулинчи 3-мĕш тата 5 -мĕш номерлĕ микрорайонсене шывпа тивĕçтерме, урамсенче иртекен кивелнĕ пăрăхсене, колонкăсене çĕнетме, çăлкуçсемпе тарасасене юсама, тасатса илем кÿме палăртнă.

Шыв енĕпе çыхăннă ĕçсене пурнăçланă çĕрте районти пĕр организаци, «Водоканал», вăй хурать. Вăл Сĕнтĕрвăрри хулинче тата Шуршăлпа Кукашни ял хутлăхĕсенче çеç ĕçлет.

Пахалăх çинчен сăмах тапратрăмăр пулсан, пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн тăрăхра лару-тăру япăх мар, анчах та çурхи шывпа тарасасемпе çăлкуçсене тасамарсем е кирлĕ мар хутăшсем лекме пултарнă. Çа-вăнпа та, хисеплĕ вулакансем, тĕрлĕ чир-чĕр çакланасран шыва вĕретсе ĕçме сĕнетпĕр.

Çитес уйăхра сире Чăваш Республикин Çĕрпÿри гигие-нăпа эпидемиологи центрĕн Сĕнтĕрвăрринчи ФГС филиалĕ ирттернĕ тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарăпăр.

Е. ВЕРНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
31 марта 2008
00:00
Поделиться