Малашне те пĕрлех пуласчĕ
Унчченхи пекех район хыпарçине виçĕ вариантпа çырăнтараççĕ. Енчен те эсир Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче пулса иртекен хыпар-хăнарпа туллинрех паллашас тетĕр пулсан, çак хаçатăн комплектне çырăнма пултаратăр. Кун пек туни усăллăрах та, меллĕрех те. Ара, юнкунсерен тухакан «Наше слово» тата шăматкунхи «Пирĕн сăмах» хаçатсене тăтăшах вуласа тăни эсир ра-йон пурнăçĕпе тан утнинех пĕлтерет. Çав вăхăтрах çак кăларăмсене уйрăмшарăн та çырăнма пулать. Тăван чăваш чĕлхине вулама юратакансем шăматкунсерен тухакан, кашни эрнерех сенкер экран программипе пичетлекен «Пирĕн сăмах» хаçата çырăнма пултараççĕ. Юнкунсеренхи «Наше слово» вырăсла кăларăм вара хулăмрах хаçат – 6 полосапа тухать, çавăнпа та унта вуламалли хыпар-хăнарĕ те нумай. Тепĕр тесен, район хыпарçине мĕнлерех вариантпа, ăçта çырăнса илесси кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Çак ĕçе тума майĕсем те, мелĕсем те çителĕклех. Ара, ăна çÿлерех асăннă виçĕ вариантпа пĕр çыхăну уйрăмĕ-сенче çеç мар, ОАО «Чувашпечать» киоскĕсенче те, çав вăхăтрах хаçат редакцийĕнче те альтернативлă майпа çы-рăнтараççĕ. Эппин, суйламалăх пур, вулаканăм. Чи кирли вара – малашне те пирĕнпе пулма кăмăл туни.
Кирек мĕнле кăларăм та кашни çырăнтару кампанийĕнчех хăйĕн хакне ÿстерет. Паллах, çакă мĕнле сăлтавсемпе çыхăннине хăвăрах ăнланатăр – газ, электроэнерги, почта, транспорт услугисем тата ытти те хаклансах пыраççĕ. Эпир кăларакан «продукцие» вулакан патне илсе çитерес çĕрте те тĕрлĕрен тăкаксем сахал мар. Çавна май кашни çырăнтару кампанийĕнчех хаçат хакĕ кăштах ÿсет. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ темелле Анчах та, тепĕр хут калатпăр, çакă вăл пирĕнтен килмест. Ытахальтен мар ĕнтĕ эпир вулаканшăн меллĕ пултăр тесе район хыпарçине йÿнĕрех хакпа çырăнтармалли майсене те сĕнетпĕр. Тĕслĕхрен, ОАО «Чувашпечать» киоскĕсенче, редакцинче альтернативлă майпа ăна йÿнĕ хакпах çырăнма пулать. Енчен те эсир район хыпарçине ĕç вырăнĕнче, коллективпах çырăнасшăн пулсан, капла тума та май пур. Эрнере икĕ хутчен пирĕн курьер район хаçатне сире ĕç вырăнне илсе пырсах парать. Кун пек тĕслĕхсем сахал мар пирĕн. Акă, район Пухăвĕн депутачĕ Г. Шумова ертсе пыракан ООО «Маяк» тата ОАО «Авторемзавод «Марпосадский» коллективĕсем темиçе çул хушши çапла тăваççĕ те. Вĕсем ра-йон хыпарçин комплектне 100 экземпляр çырăннă. Районти шалти ĕçсен пайĕн коллективĕ те çак ансат варианта суйласа илнĕ, кунта пирĕн хаçат комплектне 30 экземпляр çырăннă.
Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа иккĕмĕш çурçулăхшăн район хыпарçине çырăнтармалли кампани пуçланать. Хисеплĕ вулакансем, эсир малашне те пирĕнпе пуласса эпир питĕ шанатпăр, сирĕнтен çак районта тухса тăракан пĕртен пĕр хаçата кар тăрса çырăнасса кĕтетпĕр.
С. КУЛИГИНА.